Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

80-МӖШ ЮРӐ

Тутанса пӑхӑр, Иегова епле ыррине курӑр!

Тутанса пӑхӑр, Иегова епле ыррине курӑр!

(Псалом 33:9)

  1. 1. Сӑваплӑ ӗҫе хаклатпӑр,

    Вӗт Турӑ чыс тунӑ пире.

    Вӑя, вӑхӑта ямастпӑр сая;

    Хастарлӑ эпир ҫак ӗҫре.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    «Кил, тутанса пӑх»,— Турӑ чӗнет.

    Кур Вӑл епле ыррине.

    Чӑн пысӑк ырлӑх ҫакӑ кӳрет.

    Уншӑн чунтан эс ӗҫле.

  2. 2. Пӗтми пиллӗхсем илетпӗр

    Эпир пур вӑйран ӗҫлесен.

    Турра пӗтӗмпех шанатпӑр пулсан,

    Пире парӗ мӗн кирлине.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    «Кил, тутанса пӑх»,— Турӑ чӗнет.

    Кур Вӑл епле ыррине.

    Чӑн пысӑк ырлӑх ҫакӑ кӳрет.

    Уншӑн чунтан эс ӗҫле.

(Ҫавӑн пекех Марк 14:8; Лука 21:2; 1 Тим. 1:12; 6:6 пӑхӑр.)