82-МӖШ ЮРӐ
Сирӗн ҫутӑ ҫутаттӑр
-
1. Иисус каланӑ:
«Ҫутӑ кашнине
Уҫҫӑнах ҫутаттӑр
Сар хӗвел пекех».
Эпӗр вӗрентетпӗр
Туррӑн Сӑмахне.
Пирӗн урлӑ ун ҫути
Ҫиттӗр ҫынсене.
-
2. Калӑпӑр хастаррӑн
Туррӑн хыпарне,
Чӑнлӑх пырса тивтӗр
Ҫыннӑн чӗрине.
Ыр хыпар сарас ӗҫ
Чӑн пӗлӳ парать.
Хӑш ҫулпа каймаллине
Ҫын хӑех суйлать.
-
3. Пирӗн ыр ӗҫсем те
Ӗнчӗ пек хитре,
Ҫутатса тӑраҫҫӗ
Тӗттӗм тӗнчере.
Пирӗн ҫутӑ тӑтӑр
Вӑйлӑ ялкӑшса.
Хамӑр ӗҫсемпе кӳрер
Чыс-мухтав Турра.
(Ҫавӑн пекех Пс. 118:130; Матф. 5:14, 15, 45; Кол. 4:6 пӑхӑр.)