Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

83-МӖШ ЮРӐ

Килтен киле

Килтен киле

(Апостолсен ӗҫӗсем 20:20)

  1. 1. Килтен киле сарса ҫӳрер

    Иеговӑн хыпарне.

    Ял-хулара тӑрантарар

    Ун сурӑхӗсене.

    Ҫӳлти Патшалӑх тӳперен

    Ертсе пырать тесе,

    Христос хушса хӑварнӑ пек,

    Пурне те пӗлтерер.

  2. 2. Енчен те ҫын хисеплесен

    Ҫӳлти Аттен ятне,

    Вӑл ҫӑлӑнӑҫ илет тесе

    Калар килтен киле.

    Пӗлмен Турра мӗнле итлес?

    Мӗнле чыслас ӑна?

    Сӑваплӑ ят ҫинчен пӗлме

    Парар кашни ҫынна.

  3. 3. Апла Патшалӑх хыпарне

    Сарар килтен киле.

    Ҫын йышӑнать е йышӑнмасть —

    Суйлатӑр вӑл хӑех.

    Иегова Турӑ ячӗпе

    Ун чӑнлӑхне калар.

    Аттемӗр сурӑхӗсене

    Килтен киле шырар.

(Ҫавӑн пекех Ап. ӗҫ. 2:21; Рим 10:14 пӑхӑр.)