86-МӖШ ЮРӐ
Иеговӑран вӗренетпӗр
(Исаия 50:4; 54:13)
-
1. Турӑ ҫинчен вӗренме хавассӑн килӗр.
Сывлӑш чӗнет: «Илӗр пурнӑҫ шывне».
Туррӑн канашӗ усӑллӑ, ӑслӑ,
Чӗрӗлӗх кӳрӗ йӑваш чӗрене.
-
2. Тӗрӗс те тӳрӗ ҫулпа пыма пӗлмешкӗн
Пӗр сиктермесӗр ҫӳрер пухӑва.
Сывлӑш хӑвачӗ, туслӑ тӑванлӑх,
Чӑнлӑх ҫути яланах вӗт унта.
-
3. Хамӑр Турра мухтаса юрланӑ юрӑ
Чун-чӗрене тыткӑнлать пирӗнне.
Пурте пӗр харӑс ӗмӗр юрласчӗ!
Ӗмӗр Турра пуҫҫапасчӗ пӗрле!
(Ҫавӑн пекех Евр. 10:24, 25; Ӳлӗм. 22:17 пӑхӑр.)