Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

96-МӖШ ЮРӐ

Турӑ Сӑмахӗ — хаклӑ мул

Турӑ Сӑмахӗ — хаклӑ мул

(Ытарӑшсем 2:1)

  1. 1. Телей, чӑн шанчӑк, савӑнӑҫ тупмашкӑн

    Пӗр кӗнеке пурне те пулӑшать.

    Унта ҫырни пит витӗмлӗ, хӑватлӑ;

    Вӑл чӗрӗлӗх йӑваш ҫынна парать.

    Ку кӗнеке — ҫӳлти Аттен Сӑмахӗ.

    Хӑйне чунтан юратнӑ ҫынсене

    Иегова Турӑ хӑй хавхалантарнӑ

    Ҫырса хума Сӑваплӑ Ҫырӑвне.

  2. 2. Вӗсем йӑлтах тӗп-тӗрӗс ҫырса пынӑ:

    Малтан Иегова тунӑ тӗнчене,

    Пӗрремӗш ҫын хӗн-хур мӗнне пӗлмен те

    Райра телейлӗ пурӑннӑ чухне.

    Кайран Турра пӗр ангел элекленӗ,

    Пӑлхав ҫӗкленӗ сӗмсӗр шухӑшпа.

    Ҫавна пула ҫынсем асап кураҫҫӗ,

    Анчах ҫӗнтерӗ Турӑ Усала.

  3. 3. Ак халӗ ҫитрӗ савӑнӑҫлӑ вӑхӑт:

    Христос Патша ертсе пырать ҫӳлтен.

    Кӗҫех Патшалӑх хӗн-хура пӗтерӗ,

    Вӑл пурнӑҫлӗ Иеговӑн ирӗкне.

    Ҫак чӑнлӑхсем чуна пырса тивеҫҫӗ,

    Вӗсем ҫинчен калатпӑр хаваспах.

    Сӑваплӑ Библи — канӑҫлӑх ҫӑлкуҫӗ,

    Мӗнпур мулран чылай вӑл хаклӑрах.

(Ҫавӑн пекех 2 Петр 1:21; 2 Тим. 3:16 пӑхӑр.)