98-МӖШ ЮРӐ
Библи — Туррӑн Ҫырӑвӗ
-
1. Турӑ Ҫырӑвӗ тӗттӗмре
Ҫутатса тӑрать пире.
Вӑл кӑтартнӑ ҫулпа утсан
Ирӗклӗхпе телей тупан.
-
2. Турӑ мӗн кӑмӑллать, ҫавна
Библи вӗрентет тума.
Вӑл пире тӳрлетет, питлет,
Ырӑ ӗҫсем тума чӗнет.
-
3. Библи урлӑ ҫӳлти Атте
Кӑтартать юратӑвне.
Кунӗн-ҫӗрӗн ӑна вулар,
Тӗрӗс ҫулпа утса пырар.
(Ҫавӑн пекех Пс. 118:105; Ытар. 4:13 пӑхӑр.)