Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

99-МӖШ ЮРӐ

Ман тӑвансем пит нумаййӑн

Ман тӑвансем пит нумаййӑн

(Ӳлӗмхине 7:9, 10)

  1. 1. Ман тӑвансем пит нумаййӑн!

    Шучӗ те ҫук вӗсен.

    Чӑн Турӑпа ҫӳреҫҫӗ,

    Шанчӑклӑ пур енчен.

    Пирӗн тӑванлӑх йышӗ

    Хӑвӑрт ӳссе пырать.

    Пур ӑруран тӗрлӗ ҫын килет,

    Харӑс Турра мухтать.

  2. 2. Ман тӑвансем пит нумаййӑн

    Ҫӗр ҫийӗпе куллен

    Ырӑ хыпар сараҫҫӗ

    Шанчӑк, чӑн мир ҫинчен.

    Чун ӗшенсе ҫитсен те

    Усмӑпӑр алсене.

    Канлӗх Христос яланах парать

    Пирӗн чун-чӗрене.

  3. 3. Ман тӑвансем пит нумаййӑн!

    Турӑ вӗсен енче.

    Уншӑн пӗрле ӗҫлеҫҫӗ

    Храмӑн картишӗнче.

    Пурте эпир хастарлӑ,

    Шанчӑклӑ ҫак ӗҫре.

    Вӑл хӑйӗнпе ӗҫлеме парса

    Чыс турӗ вӗт пире.

(Ҫавӑн пекех Ис. 52:7; Матф. 11:29; Ӳлӗм. 7:15 пӑхӑр.)