Тӗп матералсем патне куҫӑр

Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсем хӑйсен хӑш-пӗр вӗрентӗвӗсене улӑштарнӑ?

Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсем хӑйсен хӑш-пӗр вӗрентӗвӗсене улӑштарнӑ?

 Эпир мӗне ӗненни яланах Библипе килӗшсе тӑрать. Ҫавӑнпа та эпир Ҫырӑва лайӑхрах ӑнланса пынӑ май хамӑр вӗрентӳсене улшӑнусем кӗртетпӗр a.

 Ҫакӑн пек улшӑнусем Библири пӗр принциппа килӗшсе тӑраҫҫӗ. Ытарӑшсем 4:18-мӗшӗнче ҫапла ҫырнӑ: «Тӳрӗ ҫынсенӗн сукмакӗ — шуҫӑм ҫути пек, кун тулса пынӑҫемӗн вӑл ҫуталнӑҫемӗн ҫуталать». Хӗвел тухса пынӑҫемӗн таврара майӗпен ҫуталса пырать. Ҫапла майпах Турӑ хӑй палӑртса хунӑ вӑхӑтра пире хӑйӗн чӑнлӑхне майӗпен тӗрӗсрех ӑнланса пыма пулӑшать (1 Пётр 1:10—12). Турӑ ҫакна, Библире малтанах каласа хунӑ пек, «юлашки вӑхӑтра» хӑвӑртлатнӑ (Даниил 12:4).

 Эпир Библие мӗнле ӑнланни улшӑнса пыни пире пӑшӑрхантармалла та мар, тӗлӗнтермелле те мар. Ӗлӗк пурӑннӑ Туррӑн ӗҫлекенӗсем те хӑш-пӗр япаласене тӗрӗс мар ӑнланнӑ. Ҫавна пула хӑш-пӗр чухне вӗсем мӗне шанни ахалех пулнӑ. Ҫавӑнпа вӗсен хӑйсен тӗрӗс мар шухӑшӗсене тӳрлетмелле пулнӑ.

  •   Моисей, Турӑ палӑртса хунӑ вӑхӑт ҫитиччен 40 ҫул маларах, Израиль халӑхне хӑтаракан пулма пултаратӑп тесе шутланӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 7:23—25, 30, 35).

  •   Апостолсем Мессия вилесси тата чӗрӗлсе тӑрасси пирки калакан пророкла сӑмахсене ӑнланман (Исаия 53:8—12; Матфей 16:21—23).

  •   Малтанхи христиансенчен хӑшӗ-пӗрисем «Иеговӑн кунӗ» ҫитесси пирки тӗрӗс мар шухӑшланӑ (2 Фессалоника 2:1, 2).

 Каярахпа Турӑ вӗсен тӗрӗс мар шухӑшӗсене тӳрлетнӗ. Турӑ пире те тӳрлеттӗр тесе эпир ӑна кӗлтӑватпӑр (Иаков 1:5).

a Эпир Библие хамӑр мӗнле ӑнланни улшӑнса пынине ыттисенчен пытармастпӑр. Вӗсем ҫинчен ыттисем те пӗлччӗр тесе эпир вӗсене хамӑр публикацисенче ҫыратпӑр. Тӗслӗхрен, онлайн-библиотекӑра «Индекс публикаций Сторожевой башни» уҫӑр та «Уточнение в понимании» раздела кӗрсе пӑхӑр.