Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

 А2

Ҫак куҫарӑвӑн уйрӑмлӑхӗсем

Акӑлчан чӗлхипе Христианла Грек Ҫырӑвӗсен «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫарӑвӗ 1950 ҫулта тухнӑ, пӗтӗм Библин «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫарӑвне вара 1961 ҫулта пичетлесе кӑларнӑ. Ҫак куҫарӑва Библин пирвайхи текстне ҫырнӑ чӗлхесенчен куҫарса тунӑ. Унтанпа ӑна 270 ытла чӗлхепе кӑларнӑ. Халӗ вун-вун миллион ҫын Библин ҫак тӗрӗс те ӑнланмалла куҫарӑвне вулама пултарать.

Вӑхӑт иртнӗҫемӗн чӗлхесем улшӑнса пынӑ пирки Библин «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫарӑвӗн Комитечӗ хальхи вулаканӑн чӗрине пырса тивес тесе улшӑнусем тӑвас тенӗ, ҫавӑнпа ҫак куҫарӑва стилистика тата лексика тӗлӗшӗнчен улшӑнусем кӗртнӗ. Комитет ҫак тӗллевсене пурнӑҫласшӑн пулнӑ:

  • Хальхи тата ӑнланмалла чӗлхе. Ҫак куҫарура кивелнӗ чӑваш сӑмахӗсене хальхи вӑхӑтра анлӑ усӑ куракан тата ӑнланма ҫӑмӑл сӑмахсемпе улӑштарнӑ. Чӑвашла тухнӑ хӑш-пӗр куҫарусенче усӑ куракан хӑш-пӗр сӑмахсене вулакансенчен чылайӑшӗ пӗлсех каймасть. Тӗслӗхрен, «кӳнтелен» сӑмаха нумайӑшӗ пӗлмест, ҫавӑнпа ӑна ҫак куҫарура «каласа кӑтартакан» е «свидетель» тесе куҫарнӑ (Матфей 26:59; Ӳлӗмхи 3:14). Нумайӑшӗ пӗлсех кайман «тивлет» сӑмаха «виҫесӗр ырӑлӑх» тесе куҫарнӑ (Тит 3:15; 2 Иоанн 3). «Аҫтаха» сӑмаха пурте ӑнлансах каймаҫҫӗ, ҫавӑнпа ӑна «дракон» тесе куҫарнӑ (Ӳлӗмхи 12:7; 20:2). «Халал» сӑмахпа усӑ курас вырӑнне те «килӗшӳ» сӑмахпа усӑ курнӑ (Рим 11:27; Еврейсем 8:9).

  • Тӗрӗс мар тӗн вӗрентӗвӗсенчен сыхланасси. Ытти Библи куҫарӑвӗсенче Иисус хӗрес ҫинче вилнӗ тесе каланӑ. Ҫак куҫарура вара Иисус хӗрес ҫинче мар, асап юпи ҫинче вилнӗ тесе ҫырнӑ. Сӑмахран, Матфей 10:38 тата Марк 8:34 сӑвӑ йӗркисенче «асап юпи» сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе усӑ курнӑ. Ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшӗ патне словаре яракан сноска лартнӑ. Словарьте вара, «асап юпи» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ мӗн иккенне ӑнлантарса панӑ.

    Унсӑр пуҫне, Матфей 5:22, 29, 30; Марк 9:43 тата Лука 12:5 сӑвӑ йӗркисенче «тамӑк» сӑмах вырӑнне «геенна» текен грек сӑмахӗпе усӑ курнӑ. Ҫак сӑвӑ йӗркисенчи «геенна» сӑмах патне словаре яракан сноска лартса панӑ, унта вара «геенна» мӗн иккенне ӑнлантарса панӑ.

  • Библири сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене ӑнланмалла куҫарасси. Вулакансенчен нумайӑшне ӗлӗк ҫӗрлехи вӑхӑта хурал черечӗсем ҫине пайланине ӑнланма йывӑр, ҫавӑнпа текста ӑнланма ҫӑмӑл тӑвас тесе куҫаракансем «ҫӗр варринче», «тул ҫутӑличчен» е «тул ҫутӑласпа» текен сӑмах ҫаврӑнӑшӗсемпе усӑ курнӑ (Марк 6:48; Лука 12:38).

  • Текста вулама ҫӑмӑл тӑвасси. Библин ытти куҫарӑвӗсенче хисепсене, ҫав шутрах нумай паллӑллӑ хисепсене, сӑмахсемпе ҫырнӑ. Ҫавӑнпа вӗсене тӳрех тавҫӑрса илме ҫӑмӑл мар. Ку куҫарура хисепсене ытларах чухне цифрӑсемпе ҫырнӑ. Сӑмахран, йӑх-кӑк ҫинчен каланӑ чухне, ҫавӑн пекех виҫе единицисем тӗл пулакан сӑвӑ йӗркисенче ҫапла тунӑ.

Ҫак куҫарӑвӑн ытти уйрӑмлӑхӗсем

Ҫак куҫарура ҫакӑн пек сноскӑсем пур:

  • «Е» Текстри шухӑшах тепӗр майлӑ калани (Матфей 8:28, «масар» сӑмах патӗнчи сноска; Марк 4:38, «пуҫелӗк» сӑмах патӗнчи сноска).

  • «Е, тен» Шухӑшӗпе текстринчен уйрӑлса тӑракан тепӗр вариант (Апостолсен ӗҫӗсем 8:5, «Самари хулине» сӑмах ҫаврӑнӑшӗ патӗнчи сноска; Еврейсем 10:1, «вӑл» сӑмах патӗнчи сноска).

  • «Сӑмахран сӑмаха куҫарсан» Тӳррӗн куҫарни е пирвайхи текстри сӑмахӑн е сӑмах ҫаврӑнӑшӗн тӗп пӗлтерӗшӗ (Апостолсен ӗҫӗсем 7:60, «вилсе кайнӑ» сӑмах ҫаврӑнӑшӗ патӗнчи сноска; Рим 13:14, «тӗслӗх илӗр» сӑмах ҫаврӑнӑшӗ патӗнчи сноска).

  • Ӑнлантарса паракан сноскӑсем Ятсен пӗлтерӗшӗ (Матфей 1:21, Иисус ят патӗнчи сноска; Ӳлӗмхи 12:7, Михаил ят патӗнчи сноска); авалхи виҫесене ӑнлантарса пани (Лука 19:13, «10 мина» тени патӗнчи сноска; Апостолсен ӗҫӗсем 27:28, «20 хӑлаҫ» тени патӗнчи сноска); местоимени кама пӗлтернине ӑнлантарса пани (1 Тимофей 3:16, «вӑл» сӑмах патӗнчи сноска); приложение е словарьти статьяна яракан сноскӑсем (Матфей 1:22, Иегова ят патӗнчи сноска; Матфей 5:22, «гееннӑна» сӑмах патӗнчи сноска).

Пуҫламӑшӗнче, «Турӑ Сӑмахӗпе паллаштарни» текен пайра, Библири тӗп вӗрентӳсене кӗскен илсе панӑ. Библи тексчӗ вӗҫленсен «Библири кӗнекесем ҫинчен кӗскен каласа пани» текен таблица, ҫавӑн пекех «Библири сӑмахсен тата сӑмах ҫаврӑнӑшӗсен словарӗ» пур. А приложенире ҫакӑн пек разделсем пур: «Библие куҫарнӑ чухне тытса тӑнӑ принципсем»,  «Ҫак куҫарӑвӑн уйрӑмлӑхӗсем», «Библи пирӗн вӑхӑта ҫитиччен мӗнле упранса юлнӑ?», «Туррӑн ячӗ Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче», «Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухнехи паллӑ событисем». Ӑ приложенире Библие тӗпчекенсем валли усӑллӑ карттӑсем, схемӑсем тата таблицӑсем пур.

Библири кашни кӗнеке умӗнче сыпӑксемпе сӑвӑ йӗркисенче мӗн ҫырни ҫинчен кӗскен каласа пани пур. Ҫавна пула вулакан Библири кӗнекесем ҫинчен пӗлме пултарать.