Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

А7-А

Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухнехи паллӑ событисем. Иисус хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне тума пуҫличчен пулса иртнӗ событисем

Тӑватӑ Евангелие хронологи йӗркипе илсе пани

Таблицӑсемпе пӗрле карттӑсем илсе панӑ. Унта Иисус ҫӳренӗ тата ырӑ хыпар сарнӑ вырӑнсене кӑтартнӑ. Карттӑсем ҫинчи стрелкӑсем Иисус шӑп та лӑп мӗнле ҫулпа ҫӳренине кӑтартмаҫҫӗ, вӑл хӑш еннелле кайнине ҫеҫ кӑтартаҫҫӗ. «Патн.» тесе кӗскетсе ҫырни «патнелле» тенине пӗлтерет.

Иисус хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне тума пуҫличчен пулса иртнӗ событисем

ВӐХӐТ

ВЫРӐН

СОБЫТИ

МАТФЕЙ

МАРК

ЛУКА

ИОАНН

П. эрӑч. 3 ҫ.

Иерусалим, храм

Гавриил ангел Шыва кӗртекен Иоанн ҫураласси ҫинчен Захарийӑна малтанах каласа хурать

   

1:5—25

 

П. эрӑч. 2 ҫ. патн.

Назарет; Иудея

Гавриил ангел Иисус ҫураласси ҫинчен Марийӑна малтанах каласа хурать; Мария хӑйӗн Елизавета тӑванӗ патне каять

   

1:26—56

 

П. эрӑч. 2 ҫ.

Иудея тӑвӗсем

Шыва кӗртекен Иоанн ҫуралать, ӑна ят параҫҫӗ; Захария пророкла калать; Иоанн пушхирте

   

1:57—80

 

П. эрӑч. 2 ҫ., окт. 1-мӗшӗ патн.

Вифлеем

Иисус ҫуралать; «Сӑмах ҫын пулса тӑ[чӗ]»

1:1—25

 

2:1—7

1:14

Вифлеем ҫумӗнче; Вифлеем

Ангел кӗтӳҫӗсене ырӑ хыпар пӗлтерет; ангелсем Турра мухтаҫҫӗ; кӗтӳҫӗсем пӗчӗк ачана курма килеҫҫӗ

   

2:8—20

 

Вифлеем; Иерусалим

Иисусӑн ӳтне кастараҫҫӗ (ҫуралнӑ хыҫҫӑн 8-мӗш кунне); ашшӗ-амӑшӗ ӑна храма илсе килет (40 кун иртсен)

   

2:21—38

 

П. эрӑч. 1 ҫ. е п. эр. 1 ҫ.

Иерусалим; Вифлеем; Египет; Назарет

Астрологсем килеҫҫӗ; ҫемье Египета тарать; Ирод хушнипе арҫын ачасене вӗлереҫҫӗ; ҫемье Египетран таврӑнса Назаретра пурӑнма пуҫлать

2:1—23

 

2:39, 40

 

П. эр. 12 ҫ., Пасха

Иерусалим

12 ҫулхи Иисус вӗрентекенсене храмра ыйтусем парать

   

2:41—50

 
 

Назарет

Иисус ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Назарета таврӑнать; вӗсене итлесе пурӑнать; платник ӗҫне вӗренет; Мария тӑватӑ ывӑл ачана тата хӗрсене пӑхса ӳстерет (Мф 13:55, 56; Мк 6:3)

   

2:51, 52

 

П. эр. 29 ҫ., ҫуркунне

Пушхир, Иордан юханшывӗ

Шыва кӗртекен Иоанн хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне тума пуҫлать

3:1—12

1:1—8

3:1—18

1:6—8