Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

15-мӗш ыйту

Телейлӗ пулас тесен мӗн тумалла?

«Пӗр-пӗрне юратакан ҫынсемпе пахча-ҫимӗҫ апатне ҫини пӗр-пӗрне курайман ҫынсемпе самӑртнӑ вӑкӑр ашне ҫининчен лайӑхрах»

(Ытарӑшсем 15:17).

«Эпӗ, Иегова, — санӑн Турру. Эпӗ сана хӑвнах лайӑх пултӑр тесе вӗрентетӗп, сана хӑвӑн каймалли ҫулпа ертсе пыратӑп»

(Исаия 48:17).

«Турӑ ҫинчен пӗлесшӗн ҫунакансем телейлӗ, мӗншӗн тесен ҫӳлти Патшалӑх вӗсенӗн»

(Матфей 5:3).

«Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат»

(Матфей 22:39).

«Хӑвӑршӑн ҫынсене мӗн тутарасшӑн, хӑвӑр та вӗсемшӗн ҫавнах тӑвӑр»

(Лука 6:31).

«Камсем Турӑ сӑмахне илтеҫҫӗ тата ӑна пурнӑҫласа тӑраҫҫӗ, ҫавсем телейлӗ!»

(Лука 11:28).

«Ҫыннӑн пурнӑҫӗ унӑн пурлӑхӗ мӗн чухлӗ пулнинчен килмест»

(Лука 12:15).

«Пирӗн ҫимелли тата тӑхӑнмалли пур пулсан, ҫакӑнпа ҫырлахса пурӑнӑпӑр»

(1 Тимофей 6:8).

«Илессинчен парасси телейлӗрех тӑвать»

(Апостолсен ӗҫӗсем 20:35).