Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Пӑлханмалли кашни кун тупӑнать

Пӑлханмалли кашни кун тупӑнать

Уҫласа илӗр:

  1. 1. Пӗлетӗп, Турӑ ҫӗр ҫинче

    Туса парасшӑн рай.

    Кӗҫ ыр кунсем килессине

    Аса илеп пӗрмай.

    Ҫапах инкек килсе ҫапсан

    Тарасшӑн шанчӑк ман пуҫран.

    Ҫӳлти Аттен юратӑвне

    Туймашкӑн йывӑр ун чухне.

    Анчах вӑл манпа пӗрле.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Эпӗ кӗлтӑвап чӗререн.

    Ытла пӑшӑрханса ӳксен,

    Вӑл х(ӑ)вармасть мана пӗччен.

    Вӑл пулӑшать вӑй-хал парса.

    Тӗрек парать Сӑмахӗ.

    Тусӑмсем те манпала.

    Кашни кун тупӑнать пӑлханмалли.

    Мӗн паян тума пултарап,

    Эп ҫавна паянах тӑватӑп,

    Ыраншӑн кулянмасп —

    Эп канлӗх туяп.

  2. 2. Ман тусӑм, ман сӑмахсене

    Хывсам хӑв чӗрӳне.

    Инкек ҫинчен ҫеҫ ан шутла,

    Асӑрха эс ыррине.

    Пире пит хытӑ юратса

    Иегова панӑ Христоса.

    Турра пула пур шанчӑк сан.

    Тек ан хӑра, ӑна эс шан.

    Вӑл юнашар ялан.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Кӗлӗ ту чӗререн.

    Ытла пӑшӑрханса ӳксен,

    Вӑл х(ӑ)вармасть сана пӗччен.

    Вӑл пулӑшать вӑй-хал парса.

    Тӗрек парать Сӑмахӗ.

    Тусусем те санпала.

    Кашни кун тупӑнать пӑлханмалли.

    Мӗн паян тума пултаран,

    Эс ҫавна паянах туса хур,

    Ыраншӑн ан кулян —

    Эс канлӗх тупан.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Кӗлӗ ту чӗререн.

    Ытла пӑшӑрханса ӳксен,

    Вӑл х(ӑ)вармасть сана пӗччен.

    Вӑл пулӑшать вӑй-хал парса.

    Тӗрек парать Сӑмахӗ.

    Тусусем те санпала.

    Кашни кун тупӑнать пӑлханмалли.

    Мӗн паян тума пултаран,

    Эс ҫавна паянах туса хур,

    Ыраншӑн ан кулян —

    Эс канлӗх тупан.

    Эс канлӗх тупан.