Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ӗненнӗрен

Ӗненнӗрен

(Псалом 26:13)

Уҫласа илӗр:

  1. 1. Эп тӑшманран хӑрамӑп.

    Мӗн вӑл мана тӑваять?

    Арӑслан ҫӑварӗнчен,

    Усал ҫын аллинчен

    Мана Иегова ҫӑлаять.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Ӗненнӗрен сӳнмест ман ҫутӑ шанчӑк.

    Ӗненнӗрен хӑюллӑ ман чӗре.

    Турӑ панӑ вӑйпала

    Утатӑп малалла.

    Эп куратӑп: вӑл манпа пӗрле —

    Ӗненнӗрен.

  2. 2. Кам йӑлт тӳссе ирттернӗ,

    Хытӑ ӗненнӗ Турра —

    Пурте ун асӗнче.

    Ҫитсессӗн ҫӗн тӗнче

    Куратӑп вӗсене райра.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Ӗненнӗрен сӳнмест ман ҫутӑ шанчӑк.

    Ӗненнӗрен хӑюллӑ ман чӗре.

    Турӑ панӑ вӑйпала

    Утатӑп малалла.

    Эп куратӑп: вӑл манпа пӗрле —

    Ӗненнӗрен.

    КАҪӐ

    Ӗненнӗрен эп тӑва куҫарӑп,

    Эп хуйхӑ витӗр тухаяп.

    Йывӑр чухне

    Куратӑп Туррӑн аллине.

    Унпа пурне те тӑваяп.

  3. 3. Мӗн тери чаплӑ пурнӑҫ

    Турӑ мана парнелет.

    Кӑшт кӑна чӑтмалла,

    Усассӑм ҫук алла.

    Туррӑн ҫӗн тӗнчи кӗҫех ҫитет.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Ӗненнӗрен сӳнмест ман ҫутӑ шанчӑк.

    Ӗненнӗрен хӑюллӑ ман чӗре.

    Турӑ панӑ вӑйпала

    Утатӑп малалла.

    Эп куратӑп: вӑл манпа пӗрле —

    Ӗненнӗрен,

    Ӗненнӗрен.

(Ҫавӑн пекех Евр. 11:1—40 пӑхӑр.)