Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Килте

Килте

Уҫласа илӗр:

  1. 1. Сӗм вӑрманти пекех,

    Ҫӗтсе кайрӑм эп ҫулран.

    Йывӑрлӑха пула

    Аякра эп халӗ ман Турӑран.

    Ҫапах юлмӑп эп тӑр-пӗччен,

    Шырать мана Иегова куллен.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Тупсассӑн, вӑл мана ҫӗклесе

    Йӑтса каять хӑйӗн алли ҫинче,

    Илсе килет каялла киле, ҫемье патне.

    Урӑх пулмӑп пӗччен. Эп килте.

  2. 2. Тӗрлӗ ҫил-тӑвӑлран

    Хӑтӑлатӑп эп кунта.

    Канлӗ ман чунӑма.

    Юратакан туссем те ялан манпа.

    Эс килшӗн тунсӑхлатӑн пулсан,

    Турра кӗлту ҫеҫ — вӑл тупӗ сана.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Тупсассӑн, вӑл сана йӑпатать,

    Вӑл саншӑн ыр кӗтӳҫ пек тӑрӑшать.

    Вӑл илсе килӗ сана киле, ҫемйӳ патне.

    Эсӗ пулмӑн пӗччен килӳнте.

    КАҪӐ

    Мӗнле аван-ҫке!

    Эсӗ тинех пирӗнпе,

    Каллех ҫемйӳпе.

    Сана курма пит хавас.

    Эс килте.

    Эс килте.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Тупсассӑн, вӑл ыталанӑ сана,

    Хавас пулса йышӑннӑ каялла.

    Халь эсӗ ун хӳттинче.

    Тек пулмастӑн эс пӗччен.

    Эс килте.