Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Мӗнпур чӗре пӗр харӑссӑн юрлать

Мӗнпур чӗре пӗр харӑссӑн юрлать

Уҫласа илӗр:

  1. 1. Хуйхӑллӑ вӑхӑтсем,

    Аптраҫҫӗ куллен ҫынсем.

    Мир шыраса, вӑрҫӑ вӑрҫса

    Тӗрӗс ҫул тупаймаҫҫӗ.

    Ҫак йывӑр кунсенче

    Шанма ҫук ҫын сӑмахне.

    Иегова вара чӑн шанчӑк парса

    Пире сӗнет ҫӗн тӗнче:

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Ҫут тӗнчипех

    Канлӗх, мир!

    Пӗр чӑн Турра

    Мухтав кӳрет кашни.

    Юрлать мӗнпур чӗре.

  2. 2. Хуйхӑ кӗҫех пӗтет,

    Сӑмах пурнӑҫа килет:

    Иегова Атте пулать пирӗнпе,

    Мир, юханшыв пек, пӗтмӗ.

    Вӑл кашнин куҫҫульне

    Типӗтӗ ун чухне.

    Чӗре лӑпланса, ҫирӗп шанса

    Кӗтӗ ҫӗн тӗнчене:

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Ҫут тӗнчипех

    Канлӗх, мир!

    Пӗр чӑн Турра

    Мухтав кӳрет кашни.

    Юрлать мӗнпур чӗре.

    КАҪӐ

    Мир Кнеҫӗн вӑйӗпе

    Тухӑпӑр ирӗке.

    Тек вилӗм пулмасть, асап таврӑнмасть.

    Пурте Иеговӑна

    Мухтӗҫ пӗр сасӑпа.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Ҫут тӗнчипех

    Канлӗх, мир!

    Пӗр чӑн Турра

    Мухтав кӳрет кашни.

    Ҫут тӗнчипех

    Канлӗх, мир!

    Пӗр чӑн Турра

    Мухтав кӳрет кашни.

    Юрлать мӗнпур чӗре.

    Тинех рай ҫӗр ҫинче!