Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Мӗншӗн пире пурне те шанчӑк кирлӗ?

Мӗншӗн пире пурне те шанчӑк кирлӗ?

Мӗншӗн пире пурне те шанчӑк кирлӗ?

РАКПА чирлесе вилнӗ Дэниел шанчӑка ҫухатман пулсан, мӗн пулӗччӗ? Вӑл сывалнӑ пулӗччӗ-ши? Чӗрӗ тӑрса юлнӑ пулӗччӗ-ши? Шанчӑк сывалма пулӑшнине хытӑ ӗненекенсем те ҫакна ҫирӗппӗн калайман пулӗччӗҫ пулӗ. Ҫакӑ мӗн кӑтартса парать? Шанчӑк вӑл мӗнпур чиртен те сыватма пултаракан эмел мар.

Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи пӗр пысӑк телерадиокомпание интервью панӑ чухне медицина наукисен докторӗ Нейтан Черни ҫапла каланӑ: «Йывӑр чирпе чирлекен ҫынсем ҫинчен калас пулсан, вӗсене шанчӑк яланах пулӑшать тесе шутлани тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ». Тата вӑл ҫапла каланӑ: «Хӑш-пӗр упӑшкасем чирлекен арӑмӗсене лайӑххи ҫинчен ытларах шухӑшламалла тесе вӑрҫаҫҫӗ. Ҫапла туни тӗрӗс мар шухӑш патне илсе ҫитерет. Нумайӑшӗ лайӑххи ҫинчен шухӑшлани рак чирне аталанма памасть тесе шутлама пуҫлать. Вара ҫынсем рак аталанса пынӑшӑн чирлекенсем хӑйсем айӑплӑ тесе шутлама та пултараҫҫӗ. Анчах та ҫапла шутлани пачах тӗрӗс мар».

Йывӑр чирпе кӗрешни халтан ярать. Ҫавӑнпа чирлекенӗн тӑванӗсем ӑна айӑпласа унӑн пурнӑҫне татах та хытӑрах йывӑрлатса ярасшӑн мар. Апла, мӗн калама пулать? Шанчӑкран чӑнах та ним усси те ҫук-и?

Ҫапла шутлани тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ. Сӑмахран, ҫӳлерех асӑннӑ доктор йывӑр чирпе чирлекен ҫынсене паллиативлӑ пулӑшу парать. Ҫакӑн пек пулӑшӑвӑн тӗллевӗ ҫынна сиплесси е унӑн кун-ҫулне вӑрӑмлатасси мар, унӑн пурнӑҫне ҫӑмӑллатасси. Паллиативлӑ пулӑшу паракан тухтӑрсем ҫакӑн пек пулӑшу ҫын шухӑш-туйӑмне лайӑхлатать тесе, ҫакӑ вара чирлекенсемшӗн питӗ усӑллӑ тесе палӑртаҫҫӗ. Ҫын шухӑш-туйӑмне лайӑхлатма шанчӑк та пулӑшать. Кунсӑр пуҫне, шанчӑк ытти енчен те усӑллӑ. Ҫакна нумай ҫирӗплетӳ кӑтартса парать.

Шанчӑк мӗнле усӑ парать?

У. Гиффорд-Джонс тухтӑр, медицина темипе статьясене ҫыраканскер, тӳрленми чирпе чирлекен ҫынсем ҫине хӑйсене хавхалантарса-йӑпатса тӑни мӗнле витӗм кӳни ҫинчен калакан тӗпчев ӗҫӗсене пӑхса тухнӑ. Вӑл ҫапла пӗтӗмлетӳ тунӑ: «Шанчӑка вӑйлӑ эмелпе танлаштарма пулать». Нумайӑшӗ шутланӑ тӑрӑх, йывӑр чирпе чирлекен ҫынсене хавхалантарса-йӑпатса тӑрсан, ҫакӑ вӗсене лайӑххи ҫинчен шухӑшлама пулӑшать тата хуйха ӳкме памасть. 1989 ҫулта тунӑ тӗпчев тӑрӑх, ҫакӑн пек пулӑшу илекен пациентсем нумайрах пурӑнаҫҫӗ. Нумаях пулмасть тунӑ тепӗр тӗпчев тӑрӑх вара, ҫакӑ чӑнах ҫапла тесе ҫирӗппӗн калама ҫук. Кирек мӗнле пулсан та, тӗпчев ӗҫӗсем ҫакна ҫирӗплетсе параҫҫӗ: кама хавхалантарса-йӑпатса тӑраҫҫӗ, ҫав пациентсем, ҫакӑн пек пулӑшу илменнисемпе танлаштарсан, депрессипе сахалрах чирлеҫҫӗ тата ыратнипе ун пекех хытӑ асапланмаҫҫӗ.

Тепӗр тӗпчев ӗҫне пӑхса тухар. Ученӑйсем оптимизм тата пессимизм чӗре сывлӑхӗ ҫине мӗнле витӗм кӳнине пӗлесшӗн пулнӑ. Ҫавна пӗлес тесе ученӑйсем 1 300 ытла арҫынран вӗсем пурнӑҫ ҫине мӗнле пӑхни ҫинчен ыйтса пӗлнӗ. Вунӑ ҫул иртсен ҫав арҫынсене тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн, вӗсенчен 12 проценчӗ ытла чӗрен ишеми чирӗпе чирленине курнӑ. Чирлекенсем хушшинче пессимистсем оптимистсенчен икӗ хута яхӑн ытларах пулнӑ. Гарвард университечӗн доценчӗ Лора Кубзански ҫакӑн ҫинчен ҫапла калать: «Ырра шанни сывлӑх ҫине лайӑх витӗм кӳрет тени унччен ҫын сӑмахӗ ҫеҫ пулнӑ. Ҫак тӗпчев ӗҫӗ вара ҫак сӑмахсем чӑнах та тӗрӗс пулнине ҫирӗплетсе панӑ».

Хӑш-пӗр тӗпчевҫӗсем ҫынсен икӗ ушкӑнне танлаштарнӑ: пӗрисем хӑйсен сывлӑхӗ пирки начар тесе, теприсем вара лайӑх тесе шутланӑ. Кам хӑйсен сывлӑхӗ пирки лайӑх тесе шутланӑ, ҫавсем операци хыҫҫӑн хӑвӑртрах самайланнӑ. Тӗпчевҫӗсем оптимистсен кун-ҫулӗ те вӑрӑмрах теҫҫӗ. Ватлӑх ҫинчен лайӑх шухӑшлани е ватлӑхра ним лайӑххи те ҫук тесе шухӑшлани ватӑ ҫынсем ҫине мӗнле витӗм кӳнине пӗлес тесе ученӑйсем пӗр эксперимент тунӑ. Ватӑ ҫынсене компьютер вӑййисене выляттарнӑ. Вӗсем вылянӑ чухне экран ҫинче ватлӑха лайӑх енчен сӑнласа кӑтартакан сӑмахсем, сӑмахран, «ӑслӑ-тӑнлӑ», «опытлӑ» текен сӑмахсем, мӗлтлетсе илнӗ. Ҫакӑ ватӑ ҫынсем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? Вӗсен утти ҫӑмӑлланнӑ тата ҫирӗпленнӗ. Ҫакӑн пекки ҫын 12 эрне хушши физкультура тунӑ хыҫҫӑн пулать.

Шанчӑк тата оптимизм сывлӑх ҫине мӗншӗн лайӑх витӗм кӳреҫҫӗ? Ученӑйсем ҫакна тӗп-тӗрӗс ӑнлантарса пама пултараймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫыннӑн пуҫ мимине тата кӗлеткине тӗпӗ-йӗрӗпе тӗпчесе пӗтереймен. Ҫав-ҫавах специалистсем тӗпчев ӗҫӗсене тата экспериментсене шута илсе хӑш-пӗр пӗтӗмлетӳсем тӑваҫҫӗ. Сӑмахран, пӗр профессор-невролог ҫапла калать: «Шанчӑкпа пурӑнни тата савӑнӑҫлӑ пулни вӑл питӗ лайӑх. Ҫакӑн пек пурӑнакан ҫынсем стресс сахалрах тӳсеҫҫӗ тата ҫакӑ сывлӑх ҫине те лайӑх витӗм кӳрет. Ҫапла майпа та ҫынсем хӑйсен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшма пултараҫҫӗ».

Сывлӑхшӑн ҫапла майпа тӑрӑшма пулать текен шухӑш хӑш-пӗр тухтӑрсемшӗн, психологсемшӗн тата ученӑйсемшӗн ҫӗнӗлӗх пек туйӑнма пултарать. Библи тӗпчекенсемшӗн вара ҫак шухӑш ҫӗнӗ мар. 3 000-е яхӑн ҫул каялла ӑслӑ-тӑнлӑ Соломон патша Турӑ хавхалантарнипе ҫапла ҫырнӑ: «Савӑк чӗреллӗ пулни кӗлеткешӗн эмел пекех усӑллӑ, пусӑрӑнчӑк кӑмӑл вара шӑмшака типӗтет» (Ытарӑшсем 17:22, Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ). Асӑрхӑр-ха, кунта савӑк чӗреллӗ пулни пур чиртен те сыватать темен, вӑл эмел пекех усӑллӑ тенӗ.

Шанчӑк сывлӑхшӑн чӑнах та питӗ усӑллӑ. Шанчӑка эмел вырӑнне ӗҫме май пулнӑ пулсассӑн, кирек мӗнле тухтӑр та ӑна ҫырса панӑ пулӗччӗ, ҫапла мар-и? Сывлӑх ҫине лайӑх витӗм кӳнисӗр пуҫне шанчӑк урӑх енчен те усӑллӑ.

Оптимизм тата пессимизм. Вӗсем пурнӑҫ ҫине мӗнле витӗм кӳреҫҫӗ?

Тӗпчевҫӗсем каланӑ тӑрӑх, лайӑххи ҫинчен шухӑшлани нумай енчен усӑллӑ. Оптимистсем шкулта та, ӗҫре те, спортра та чылай ӑнӑҫлӑрах пулаҫҫӗ. Ҫакна пӗр тӗпчев ӗҫӗ ҫирӗплетсе панӑ. Ҫӑмӑл атлетика командин тренерӗсене кашни спортсменӑн пултарулӑхне хак пама ыйтнӑ. Ҫав вӑхӑтрах спортсменсенчен те хӑйсен ҫӗнтерес шанчӑкӗ мӗн тери ҫирӗп пулнине ыйтса пӗлнӗ. Вара ученӑйсем мӗн курнӑ? Спортсменсен кӑтартӑвӗсем ытларах вӗсен пултарулӑхӗнчен мар, вӗсен ҫӗнтерес шанчӑк мӗн тери ҫирӗп пулнинчен килнӗ. Мӗншӗн шанчӑк ҫын ҫине ҫав тери вӑйлӑ витӗм кӳрет-ши?

Ҫакна ӑнланма пессимизма тӗпчени те пулӑшнӑ. 1960 ҫулсенче ученӑйсем чӗрчунсен тыткаларӑшне тӗпчес тесе хӑш-пӗр экспериментсем тунӑ. Ҫав экспериментсем вӑхӑтӗнче чӗрчунсем хӑйсене мӗнле тыткалани ученӑйсемшӗн хӑйсемшӗн те кӗтмен япала пулнӑ. Ҫавна кура вӗсем ҫӗнӗ термин шутласа кӑларнӑ — «йӑлана кӗнӗ мӗскӗнлӗх». Ученӑйсем ҫак синдром ҫынсен те пулнине курнӑ. Тӗслӗхшӗн вӗсем тунӑ пӗр эксперимента пӑхар. Ҫынсене икӗ ушкӑна пайланӑ. Вӗсене пурне те хӑлхана касакан сасӑ ярса панӑ. Маларах вара ҫав сасса сӳнтерес тесен мӗнле кнопкӑсене тата хӑш йӗркипе пусмаллине ӑнлантарса панӑ. Пӗрремӗш ушкӑнри ҫынсем хӑйсене ӑнлантарса панӑ пек туса ҫав сасса сӳнтернӗ.

Тепӗр ушкӑнри ҫынсем те хӑйсене каланӑ пек тунӑ, анчах вӗсен сасӑ сӳнмен. Вара нумайӑшӗ хӑйсене мӗскӗннӗн туйма пуҫланӑ. Тепӗр экспериментсем вӑхӑтӗнче вӗсем пӗрех усси пулмасть тесе шутласа нимӗн те туман. Анчах та иккӗмӗш ушкӑнра оптимистсем те пулнӑ. Вӗсем шанчӑка ҫухатман — малалла та хӑйсене ӑнлантарса панӑ пек туса тӑнӑ.

Ҫав экспериментсене тума пулӑшнӑ Мартин Селигман вун-вун ҫул хушши оптимизмпа пессимизма тӗпченӗ. Ҫав шутрах вӑл манран пулмасть тесе шутлакан ҫынсен шухӑш-туйӑмне те тӗпченӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, пессимизм ҫынсене ҫитӗнӳсем тата улшӑнусем тума чӑрмантарать. Унтан та ытларах, ӑна пула ҫынсем сӳрӗк пулса каяҫҫӗ, вӗсен нимӗн те лайӑхлатас килмест, нимӗнле ӗҫе те пуҫӑнас килмест. Пессимизм ҫинчен тата вӑл мӗн патне илсе ҫитерни ҫинчен Селигман ҫапла калать: «Ҫирӗм пилӗк ҫул хушши тӗпченӗ хыҫҫӑн эпӗ ҫакна ҫирӗппӗн калама пултаратӑп: манран пулмасть тесе шутлама хӑнӑхнӑ ҫыннӑн ӗҫӗсем чӑнах та час-часах ӑнмаҫҫӗ, оптимистсем вара пурнӑҫра ӑнӑҫлӑрах пулаҫҫӗ».

Маларах каларӑмӑр ӗнтӗ, хӑш-пӗрисемшӗн ҫакӑ ҫӗнӗлӗх пек туйӑнма пултарать. Библи тӗпчекенсемшӗн вара ҫак шухӑш ҫӗнӗ мар. Сӑмахран, Библире ҫакӑн пек сӑмахсем пур: «Хӗн-асап кунӗнче эсӗ хуйха ӳкрӗн пулсассӑн, вӑй-халу сахал пулать санӑн» (Ытарӑшсем 24:10, Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ). Кунта каланӑ тӑрӑх, хуйха ӳкни тата япӑххи ҫинчен шухӑшлани ҫынна вӑйсӑр тӑвать. Пессимизма ҫӗнтерсе ырра шанма пуҫлас тесен вара мӗн тумалла-ши?

[4, 5-мӗш страницӑсенчи ӳкерчӗк]

Шанчӑк нумай усӑ кӳме пултарать.