Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Пессимизма ҫӗнтерме пулать

Пессимизма ҫӗнтерме пулать

Пессимизма ҫӗнтерме пулать

ӖҪСЕМ ӑнса пымасан эсир хӑвӑра мӗнле туятӑр? Нумай специалист каланӑ тӑрӑх, ҫын ҫак ыйту ҫине мӗнле хуравлани вӑл пессимист е оптимист пулнине кӑтартса парать. Эпир пурте йывӑрлӑхсемпе тӗл пулатпӑр. Пӗрисен йывӑрлӑхсем нумайрах, теприсен вара сахалрах. Мӗншӗн хӑш-пӗрисем йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан парӑнмаҫҫӗ? Теприсем вара пысӑках мар йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан та ал усаҫҫӗ?

Калӑпӑр, эсир ӗҫе вырнаҫасшӑн. Акӑ эсир собеседованине каятӑр. Анчах та сире ӗҫе илмеҫҫӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн сирӗн пуҫра мӗнле шухӑшсем ҫуралаҫҫӗ? Тен, хӑвӑр пирки эсир ҫапла шухӑшлама пуҫлатӑр: ман пек ӗҫлекен кама кирлӗ? Эпӗ нихӑҫан та ӗҫе кӗреймӗп. Е, унтан та ытларах, эсир пӗтӗмпех япӑх, эпӗ ниме юрӑхсӑр ҫын, эпӗ никама та кирлӗ мар тесе шутлама пуҫлатӑр. Шӑп ҫакӑн пек шухӑшсенче пессимизм палӑрать.

Пессимизмпа мӗнле кӗрешмелле?

Япӑх шухӑшсене ҫӗнтерме мӗн пулӑшать? Чи малтан ҫакӑн пек шухӑшсене курма вӗренмелле. Кайран вара вӗсене пӗтерме тӑрӑшмалла. Лару-тӑру ҫине урӑхларах пӑхма тӑрӑшӑр. Сӑмахран, ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр: сире чӑнах та никам та ӗҫе илесшӗн мар-и? Е, тен, ӗҫ паракана опытлӑрах ҫын кирлӗ пулнӑ?

Ҫакӑн ҫинчен те шухӑшласа пӑхма пулать: лару-тӑру чӑнах та ҫав тери япӑх-и е ҫакӑ мана туйӑнать ҫеҫ-и? Сӑмахран, сире пӗр вырӑнта ӗҫе илмерӗҫ пулсан, ҫакӑ эсир ниме юрӑхсӑр пулнине пӗлтерет-и? Хӑвӑр пурнӑҫра мӗн ырри пур, ҫавӑн ҫинчен, сӑмахран, ҫемьепе туссем ҫинчен тата хӑвӑрпа Турӑ хушшинчи хутшӑнусем ҫинчен, шухӑшласа пӑхӑр. Мана ним лайӑххи те кӗтмест тесе ан шутлӑр. Сирӗн пуҫра ҫавнашкал шухӑшсем явӑнма пуҫласан вара вӗсене кӑларса пӑрахӑр. Тӗслӗхрен, мана нихӑҫан та ӗҫе илмӗҫ тесе шутлани чӑнах та тӗрӗс-и? Эсир ҫакна пӗлме пултаратӑр-и вара? Эппин, пирӗн хамӑрӑн тӗрӗс мар шухӑшсене пӗтерме вӗренмелле. Пессимизма пӗтерме тата мӗн пулӑшать?

Тӗллевсем лартни тата ырра шанни

Юлашки ҫулсенче тӗпчевҫӗсем шанчӑк мӗн иккенне ҫапла ӑнлантарса параҫҫӗ: шанчӑк вӑл — лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫласса ҫирӗп шанни. Тепӗр статьяра кӑтартса панӑ тӑрӑх, шанчӑк ҫакна ҫеҫ пӗлтермест пулсан та, хӑш-пӗр чухне шанчӑк мӗн иккенне ҫавӑн пек ӑнлантарса пани вырӑнлӑ. Тӗллевсене пурнӑҫлама пултарассине ҫирӗп шанни пире лайӑххи ҫинчен шухӑшлама тата йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр тӗллевсене пурнӑҫлама пулӑшать.

Апла пулсан, пирӗн тӗллевсене лартса вӗсене пурнӑҫлама вӗренмелле. Енчен те эсир нихӑҫан та ҫакна туса пӑхман пулсассӑн, хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Манӑн мӗнле тӗллевсем пур?» Хӑш-пӗр ҫынсем тӗллевсем лартмаҫҫӗ, вӗсем кулленхи ӗҫсене пуҫӗпех кӗрсе ӳкеҫҫӗ. Вара пурнӑҫра мӗн кирлӗрех пулни ҫинчен тата хӑйсен ӗмӗчӗсене пурнӑҫласси ҫинчен шухӑшлама пӑрахаҫҫӗ. Анчах та ҫӗр-ҫӗр ҫул каялла Библире каланӑ тӑрӑх, пирӗн пурнӑҫра «мӗн кирлӗрех пулнине уйӑрса илме» пӗлмелле (Филиппӑ 1:10, Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ).

Эпир мӗн кирлӗрех пулнине уйӑрса илме пӗлетпӗр пулсан, тӗллевсене, ҫав шутрах ҫемьепе тата Турра пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ тӗллевсене, лартма ҫӑмӑлрах. Анчах та малтанах нумай тӗллев лартмалла мар тата пурнӑҫлама йывӑрах мар тӗллевсене лартсан лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ. Хӑвӑр лартнӑ тӗллеве пурнӑҫа кӗртме ытла йывӑр пулсассӑн сирӗн ал усӑнма пултарать. Ҫавӑнпа тӗллеве пурнӑҫлама нумай вӑхӑт кирлӗ пулсан, ҫав пысӑк тӗллеве пӗчӗкреххисем ҫине пайлӑр.

Кӑмӑл пулсан тем тума та пулать теҫҫӗ. Ку чӑнах та ҫапла. Лартнӑ тӗллеве пурнӑҫлама ҫирӗп кӑмӑл, чун хавалӗ кирлӗ. Ҫакӑн пек шухӑш-кӑмӑл пултӑр тесен вара тӗллеве пурнӑҫлани мӗн парать, ҫавӑн ҫинчен шухӑшлӑр. Паллах ӗнтӗ, йывӑрлӑхсемсӗр пулмасть. Анчах та йывӑрлӑх сиксе тухсан аптраса ан ӳкӗр, ӑна мӗнле ҫӗнтермелли ҫинчен шутлӑр.

Унсӑр пуҫне, тӗллеве пурнӑҫлас тесе мӗн тумаллине те пирӗн шутласа хумалла. Шанчӑк мӗнле усӑ панине тӗпченӗ Рик Снайдер каланӑ тӑрӑх, тӗллеве пурнӑҫлама пулӑшакан темиҫе май ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла. Вара пӗр меслетпе усӑ курсан ӗҫ ӑнмарӗ пулсан, тепӗр меслетпе усӑ курма пулать.

Унсӑр пуҫне, Снайдер, кирлӗ пулсан, тӗллеве улӑштарма хатӗр пулмалла тенӗ. Тӗллеве пурнӑҫлама май ҫуккине пӗлсе тӑрсах ӑна пурнӑҫлама тӑрӑшсан пирӗн ал усӑнма пултарать. Анчах та ҫав тӗллеве хамӑр пурнӑҫлама пултаракан тӗллевпе улӑштарсан пирӗн ӗмӗт татӑлмасть.

Ҫакна Библири пӗр тӗслӗх ҫирӗплетсе парать. Давид патша хӑйӗн Турри ячӗпе, Иегова ячӗпе, храм туса лартма ӗмӗтленнӗ. Анчах та Турӑ храма Давид мар, унӑн ывӑлӗ Соломон тӑвӗ тесе пӗлтернӗ. Ҫакна пӗлсен Давид мӗн тунӑ? Вӑл алла усман. Ун вырӑнне вӑл хӑйӗн тӗллевне улӑштарнӑ. Давид хӑйӗн ывӑлне храм туса лартма пулӑшас тесе кирлӗ материалсене хатӗрлесе хума шут тытнӑ (3 Патшасен 8:17—19; 1 Ҫулсеренхи 29:3—7).

Пессимизмпа кӗрешетпӗр пулсан та, ыррине курма вӗренсе пыратпӑр пулсан та тата йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр тӗллевсене пурнӑҫлама тӑрӑшатпӑр пулсан та, ҫав-ҫавах пире малашлӑха шанчӑкпа пӑхма йывӑр пулма пултарать. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен пурнӑҫра нумай япала хамӑртан ҫеҫ килмест. Чухӑнлӑх, вӑрҫӑсем, йӗркесӗрлӗх, чир-чӗр тата вилӗм — ҫакӑ пурте нумай асап кӳрет. Ҫапах та эпир малашлӑха шанчӑкпа пӑхма пултаратпӑр. Мӗншӗн ҫапла калама пулать?

[7-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Сире пӗр вырӑнта ӗҫе илмерӗҫ пулсан, эсир нихӑҫан та ӗҫ тупаймастӑр теме пулать-и?

[8-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Давид патша хӑйӗн тӗллевӗсене улӑштарма хатӗр пулнӑ.