Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Чӑн-чӑн шанчӑк. Ӑна ӑҫта тупма пулать?

Чӑн-чӑн шанчӑк. Ӑна ӑҫта тупма пулать?

Чӑн-чӑн шанчӑк. Ӑна ӑҫта тупма пулать?

КАЛӐПӐР, сирӗн сехет чарӑнса ларнӑ. Вӑл ӗҫлеме пӑрахнӑ пек туйӑнать. Сехет юсама пӗлекен мастера тупас тесе эсир хаҫатра пӗлтерӳсем пӑхма пуҫлатӑр. Пӗлтерӳсем питӗ нумай, вӗсенче пуринче те кирек мӗнле сехете те юсама пултаратпӑр тесе шантараҫҫӗ. Анчах та мастерсемпе калаҫса илсен эсир аптраса ӳкетӗр: пӗрисем пӗр майлӑ, теприсем тепӗр майлӑ калаҫҫӗ. Вара эсир кама шанмалла-ши тесе шутлатӑр. Кӗтмен ҫӗртен эсир кӳршӗре ҫав сехете шутласа кӑларнӑ мастер пурӑннине пӗлетӗр. Унтан та ытларах, вӑл сирӗн сехете тӳлевсӗр юсаса пама хатӗр тесе калать. Паллах, эсир ҫав мастер патне кайнӑ пулӑттӑр.

Ҫак тӗслӗх мӗн ӑнланма пулӑшать? Йывӑрлӑхсене пула шанчӑк сӳнме пуҫласан эсир камран пулӑшу ыйтатӑр? Нумайӑшӗ йывӑрлӑхсене татса пама пулӑшатпӑр тесе шантараҫҫӗ. Анчах та пӗрисем пӗр майлӑ, теприсем тепӗр майлӑ калаҫҫӗ. Вара эсир кама итлемелле-ши тесе шутлама пултаратӑр. Тен, кам ҫынна тунӑ, ҫавӑнтан пулӑшу ыйтсан лайӑхрах? Библире ун пирки «Вӑл пирӗн ҫывӑхрах, кашнийӗ ҫывӑхӗнчех» тата пулӑшма хатӗр тенӗ (Апостолсен ӗҫӗсем 17:27; 1 Петр 5:7).

Библи тӑрӑх, шанчӑк мӗн вӑл?

Тухтӑрсем, ученӑйсем тата психологсем мӗн каланипе танлаштарсан, Библире шанчӑк мӗн иккенне урӑхларах ӑнлантарса панӑ. Библире «шанчӑк» тесе куҫарнӑ авалхи еврей тата грек сӑмахӗсем чӑтӑмсӑррӑн кӗтнине тата лайӑххине кӗтнине пӗлтереҫҫӗ. Библи тӑрӑх, шанчӑк икӗ пайран тӑрать. Ун шутне мӗн те пулин лайӑххине илес кӑмӑл тата ҫавна илессе шантаракан витӗмлӗ сӑлтав кӗреҫҫӗ. Ҫакӑн пек шанчӑк пуш ӗмӗт мар, вӑл фактсемпе ҫирӗплетӳсем ҫинче тытӑнса тӑрать.

Апла пулсан, шанчӑкпа ӗненӳ хушшинче пӗрпеклӗх пур. Чӑн-чӑн шанчӑк, ӗненӳ пекех, пуш ӗмӗтсем ҫинче мар, фактсем ҫинче тытӑнса тӑрать (Еврейсем 11:1). Анчах та Библи шанчӑкпа ӗненӳ пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑнине те кӑтартса парать (1 Коринф 13:13).

Ҫакна пӗр тӗслӗх ӑнланма пулӑшать. Калӑпӑр, эсир ҫывӑх туса хӑвӑра пулӑшма ыйтатӑр. Эсир ун ҫине шанатӑр, мӗншӗн тесен вӑл хӑвӑр мӗн ыйтнине тӑвасса ӗненетӗр тата вӑл ырӑ та уҫӑ кӑмӑллӑ пулнине пӗлетӗр. Куртӑмӑр ӗнтӗ, шанчӑкпа ӗненӳ пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Анчах та вӗсем хушшинче уйрӑмлӑхсем те пур. Мӗнле шутлатӑр, Турра ҫывӑх ҫынна шаннӑ пек шанма пулать-и?

Мӗншӗн Турра шанма пулать?

Чӑн-чӑн шанчӑка Турӑ парать. Ӗлӗк-авал Иегова пирки «Израиль шанчӑкӗ» тенӗ (Иеремия 14:8). Израиль халӑхӗ мӗне шаннӑ, ҫавӑ пӗтӗмпех Иеговӑран пулнӑ, Турӑ вӗсен шанчӑкӗ пулнӑ. Израильтянсем мӗне шаннӑ, ҫавӑ пуш ӗмӗт пулман, шанма вӗсен витӗмлӗ сӑлтавсем пулнӑ. Ҫӗр-ҫӗр ҫул хушшинче Иегова израильтянсене мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавна пӗтӗмпех пурнӑҫланӑ. Халӑх пуҫлӑхӗ Иисус Навин израильтянсене мӗн каланине асӑрхӑр-ха: «Эсир... пӗлсе тӑратӑр: Ҫӳлхуҫа Туррӑр сирӗн ҫинчен каланӑ мӗнпур ырӑ сӑмахран пӗр сӑмахӗ те кӑлӑх пулмарӗ; сирӗншӗн пӗтӗмпех пурӑнӑҫланчӗ» (Иисус Навин 23:14).

Ҫак сӑмахсене каланӑранпа пин-пин ҫул иртнӗ пулсан та, вӗсем халӗ те пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетеҫҫӗ. Библире Турӑ сӑмах панисем нумай, истори вара вӗсем пурнӑҫланнине ҫирӗплетсе парать. Иегова мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавӑ пурнӑҫланасси пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук. Ҫавӑнпа та хӑш-пӗр чухне Библире пророкла сӑмахсене ҫырса панӑ чухне вӗсем пурнӑҫланнӑ пекех ҫырса кӑтартнӑ.

Ҫавӑнпа Библи пирки шанчӑк паракан кӗнеке теме пулать. Библи вуланӑ май эпир Турӑ хӑйне ҫынсемпе мӗнле тытнине курма пултаратпӑр. Павел апостол ҫапла ҫырнӑ: «Тӳсӗмлӗ пулса, Ҫыру сӑмахӗпе лӑпланса шанӑҫа татмасӑр пурӑнтарасшӑн ӗлӗк мӗн ҫырнине пурне те пире ӳкӗтлесе ҫырнӑ» (Рим 15:4).

Турӑ пире мӗнле шанчӑк парать?

Хӑҫан пире уйрӑмах шанчӑк кирлӗ? Ҫывӑх ҫын вилсен мар-и? Нумайӑшӗ ҫывӑх ҫын вилсен нимӗнле шанчӑк та ҫук тесе шутлаҫҫӗ. Ун пек чухне мӗнле шанчӑк пултӑр-ха? Пур ҫын та вилет-ҫке. Эпир хамӑр кун-ҫула кӑштах вӑрӑмлатма пултаратпӑр пулсан та, ҫапах вилӗм аллинчен хӑтӑлма пултараймастпӑр. Акӑ мӗншӗн Библире вилӗм пирки «юлашки тӑшман» тенӗ (1 Коринф 15:26).

Ҫын вилсен те, ҫакӑ шанчӑк пӗтнине пӗлтермест. Библире вилӗм пирки «юлашки тӑшман» тесе ҫырнӑ сӑвӑ йӗркинче ҫак тӑшман пӗтӗ тесе те ҫырнӑ. Иегова Турӑ вилӗмрен чылай вӑйлӑрах. Эпир ҫакна ӑҫтан пӗлетпӗр? Библире Турӑ хӑйӗн вӑйӗпе усӑ курса тӑхӑр ҫынна вилӗмрен чӗртсе тӑратни пирки каланӑ.

Акӑ пӗр тӗслӗх. Иегова хӑйӗн ывӑлне Иисуса унӑн ҫывӑх тусне Лазаре чӗртсе тӑратма вӑй панӑ. Лешӗ вилнӗренпе вара тӑватӑ кун иртнӗ пулнӑ. Иисус ҫакна вӑрттӑн туман, Лазарь чӗрӗлсе тӑнине нумай ҫын курнӑ (Иоанн 11:38—48, 53; 12:9, 10).

Тен, эсир: «Мӗн тума ҫав ҫынсене чӗртсе тӑратмалла пулнӑ, вӗсем ҫавах ватӑлса каллех вилнӗ вӗт?»,— тесе шутлатӑр. Ку чӑнах ҫапла. Анчах ҫакна та асра тытмалла: пирӗн вилнӗ ҫывӑх ҫынсене пурӑнтарас килет, пурин те ҫак кӑмӑл пур. Ҫак тӗслӗхсене пула вара вилнӗ ҫынсем чӗрӗлсе тӑрасса шанма пирӗн витӗмлӗ сӑлтав пур. Урӑхла каласан, пирӗн чӑн-чӑн шанчӑк пур.

Иисус: «Чӗртсе тӑратакан та, чӗрӗлӗх паракан та Эпӗ»,— тенӗ (Иоанн 11:25). Иегова ӑна пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе вилнӗ ҫынсене чӗртсе тӑратма вӑй парӗ. Ҫакӑн ҫинчен Иисус ҫапла каланӑ: «Ҫакӑн пек вӑхӑт ҫитсе пырать — тупӑкра выртакансем пурте унӑн сассине илтӗҫ те тухӗҫ» (Иоанн 5:28, 29, Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ). Эппин, вилнӗ ҫынсем ҫӗр ҫинчи райра чӗрӗлсе тӑрасса ҫирӗп шанма пулать.

Исаия пророк чуна хумхантаракан ҫакӑн пек сӑмахсем ҫырнӑ: «Санӑн вилнӗ ҫыннусем чӗрӗлӗҫ, вилнӗ ӳтсем чӗрӗлсе тӑрӗҫ! Эй ҫӗр тӗпӗнче выртакансем, вӑранӑр, савӑнӑр: Санӑн сывлӑму вӗсене сиплӗ-сыватӗ, ӗнтӗ ҫӗр вилнисене тӗртсех кӑларӗ» (Исаия 26:19).

Мӗнле йӑпатакан сӑмахсем! Вилнӗ ҫынсем халӗ чи шанчӑклӑ вырӑнта — Пурне те Тума Пултаракан Туррӑн асӗнче (Лука 20:37, 38). Ҫакна ҫуралман ача амӑшӗн варӗнче хӳтлӗхре пулнипе танлаштарма пулать. Ача ҫуралсан вара ҫемьере пурте савӑнаҫҫӗ. Ҫавӑн евӗрлех, вилнӗ ҫынсем чӗрӗлсе тӑни пурне те пысӑк савӑнӑҫ кӳрӗ. Апла пулсан, пирӗн ҫывӑх ҫын вилсен те эпир ӑна каллех курасса ҫирӗп шанма пултаратпӑр.

Чӑн-чӑн шанчӑк мӗнле усӑ парать?

Павел чӑн-чӑн шанчӑк мӗнле усӑ пани ҫинчен нумай ҫырнӑ. Вӑл шанчӑка шлемпа танлаштарнӑ (1 Фессалоника 5:8, Ҫӗнӗ Халал). Мӗншӗн? Ӗлӗк-авал салтак шлем тӑхӑнмасӑр ҫапӑҫӑва тухман. Час-часах шлема тимӗртен тунӑ, ун айне вара кӗҫҫе е сӑран калпак тӑхӑннӑ. Салтак шлем тӑхӑннӑ пулнӑ пулсан, тӑшман пуҫран хытӑ лектерсен те ӑна пысӑк сиен кӳреймен. Ҫак тӗслӗхпе Павел мӗн кӑтартса парасшӑн пулнӑ? Шлем пуҫа хӳтӗленӗ пекех, шанчӑк ӑс-тӑна хӳтӗлет. Турӑ панӑ сӑмахсем пурнӑҫланасса ҫирӗп шанатпӑр пулсан, нимӗнле йывӑрлӑхсем те пире хӑратса ӳкермӗҫ тата аптратса ямӗҫ. Чӑнах та, ҫакӑн пек сӑнарлӑ шлем пурне те кирлӗ!

Павел тата тепӗр тӗслӗх илсе панӑ. Вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Шанчӑк пирӗн чуншӑн якорь пекех, шанчӑклӑ та ҫирӗп» (Еврейсем 6:19, Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ). Павелӑн темиҫе хут та карап путнине курма тивнӗ, ҫавӑнпа та якорь мӗн тери кирлӗ пулнине вӑл питӗ лайӑх пӗлнӗ. Ҫил-тӑвӑл алхаснӑ чухне моряксем якорь янӑ, вара вӑл тинӗс тӗпне ҫитсе карапа ҫирӗп тытса тӑма пултарнӑ. Ҫакӑ карапа ӑҫта та пулин пырса тӑрӑнса арканасран сыхланӑ тата карап ҫинче пулнисене ҫӑлӑнма шанчӑк панӑ.

Турӑ хӑй сӑмах панисене пурнӑҫласса ҫирӗп шанатпӑр пулсан, ҫак шанчӑк пире, якорь пекех, «ҫил-тӑвӑллӑ» вӑхӑтсенче тытӑнса тӑма пулӑшать. Иегова пире кӗҫех вӑрҫӑсем, йӗркесӗрлӗх, хуйхӑ тата вилӗм пулмӗҫ тесе сӑмах парать. («Шанчӑка мӗн ҫирӗплетме пултарать?» рамкӑна пӑхӑр.) Шанчӑк вара алхасакан йӗркесӗр тӗнчере Туррӑн нормисем тӑрӑх пурӑнма хавхалантарать.

Иегова паракан шанчӑк сире те усӑ кӳме пултарать. Турӑ ҫынсем валли лайӑх пуласлӑх хатӗрлесе хунӑ. Вӑл сире те ҫав чаплӑ пурнӑҫпа пурӑнтарасшӑн. Иегова «пур ҫынна та ҫӑласшӑн». Пирӗн вара ҫӑлӑнас тесен чӑнлӑха пӗлсе пымалла (1 Тимофей 2:4). Турӑ Сӑмахӗнчен тухакан тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫ паракан ҫак пӗлӗве илӗр. Турӑ паракан шанчӑк ҫак тӗнчери пур шанчӑкран та чылай чаплӑрах.

Ҫакӑн пек шанчӑк нихӑҫан та пӗтмест. Тӗллевсем лартнӑ чухне эсир Туррӑн ирӗкне шута илетӗр пулсан, вӑл сире ҫак тӗллевсене пурнӑҫлама вӑй паратех (2 Коринф 4:7). Сирӗн те Турӑ паракан шанчӑк пултӑр теместӗр-и? Сире ҫакӑн пек шанчӑк кирлӗ пулсан тата эсир ӑна шыратӑр пулсан, ан парӑнӑр — ӑна тупма пулать!

[10-мӗш страницӑри рамка]

Шанчӑка мӗн ҫирӗплетме пултарать?

Библири ҫак шухӑшсем сире хӑвӑрӑн шанчӑка ҫирӗплетме пулӑшӗҫ.

▪ Турӑ пуласлӑхра лайӑх пурнӑҫ пулать тесе шантарать.

Турӑ Сӑмахӗнче пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе рай пулӗ тесе каланӑ. Райра вара ҫынсем телейлӗ пулӗҫ тата пӗрлӗхре пурӑнӗҫ (Псалом 36:11, 29; Исаия 25:8; Ӳлӗмхине 21:3, 4).

▪ Турӑ улталаса калас ҫук.

Вӑл кирек мӗнле суяна та кураймасть. Иегова сӑваплӑ тата таса, ҫавӑнпа та вӑл улталама пултараймасть (Ытарӑшсем 6:16—19; Исаия 6:2, 3; Тит 1:1—3; Еврейсем 6:18).

▪ Туррӑн влаҫӗ чикесӗр.

Иегова ҫеҫ пурне те тума пултарать. Ҫут тӗнчере ӑна никам та, нимӗн те хӑйӗн ирӗкне тума чӑрмантарма пултараймасть (Тухни 15:11; Исаия 40:25, 26).

▪ Турӑ сире ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтарасшӑн.

​(Иоанн 3:16; 1 Тимофей 2:3, 4).

▪ Турӑ пире шанать.

Вӑл пирӗнте йӑнӑшсене мар, лайӑх енсене курма тӑрӑшать. Тата эпир вӑй хунине вӑл хаклать (Псалом 101:13—15; 129:3; Еврейсем 6:10). Турӑ эпир тӗрӗссине тӑвасса шанать, эпир ҫапла тусан вара вӑл питӗ савӑнать (Ытарӑшсем 27:11).

▪ Турӑ пире хӑйне юрӑхлӑ тӗллевсене пурнӑҫлама пулӑшма сӑмах парать.

Туррӑн ӗҫлекенӗсем Турӑ хӑйсене пулӑшасса шанма пултараҫҫӗ. Турӑ пире чи хӑватлӑ вӑй — святой сывлӑш — парса пулӑшать (2 Коринф 4:7).

▪ Турра шанакансен ӗмӗчӗ татӑлмӗ.

Турӑран шанчӑклӑраххи никам та ҫук. Ҫавӑнпа та эпир ун ҫине шанатпӑр пулсан, пирӗн ӗмӗт татӑлмӗ (Псалом 24:3).

[12-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Шлем пуҫа хӳтӗленӗ пекех, шанчӑк пирӗн ӑс-тӑна хӳтӗлет

[12-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Пирӗн шанчӑк ҫирӗп пулсан, вӑл пире, якорь пекех, «ҫил-тӑвӑллӑ» вӑхӑтсенче тытӑнса тӑма пулӑшать

[Ӑҫтан илнине кӑтартни]

Courtesy René Seindal/Su concessione del Museo Archeologico Regionale A. Salinas di Palermo