Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

1-МӖШ КАЛАВ

Турӑ тума пуҫлать

Турӑ тума пуҫлать

ПИРӖН мӗн лайӑххи пур, вӗсем пурте Турӑран. Кӑнтӑрла пире ҫутӑ пултӑр тесе вӑл хӗвеле, ҫӗрле ытлашши тӗттӗм ан пултӑр тесе ҫӑлтӑрсемпе уйӑха тунӑ. Вӑл ҫавӑн пекех пире пурӑнма ҫӗр тунӑ.

Анчах та хӗвеле, уйӑха, ҫӑлтӑрсене тата ҫӗре Турӑ чи малтан туман. Турӑ пӗрремӗш кама тунине эсӗ пӗлетӗн-и? Турӑ пӗрремӗш ангелсене тунӑ. Турра эпир мӗнле курма пултараймастпӑр, ҫавӑн пекех ангелсене те курма пултараймастпӑр. Ангелсен Турӑпа пӗрле пӗлӗтре пурӑнмалла пулнӑ.

Турӑ тунӑ пӗрремӗш ангел ыттисенчен уйрӑлса тӑракан ангел пулнӑ. Вӑл Туррӑн пӗрремӗш Ывӑлӗ пулнӑ, тата вӑл хӑйӗн Ашшӗпе пӗрле ӗҫленӗ. Вӑл Турра ыттисене пурне те тума пулӑшнӑ. Вӑл Турра хӗвеле, уйӑха, ҫӑлтӑрсене, ҫавӑн пекех пирӗн ҫӗре тума пулӑшнӑ.

Ун чухне ҫӗр мӗнле курӑнса тӑнӑ? Чи малтан ун ҫинче никам та пурӑнман. Пӗтӗм ҫӗре витсе тӑракан пысӑк океан шывӗсӗр пуҫне урӑх нимӗн те пулман. Анчах Турӑ ҫӗр ҫинче ҫынсене пурӑнтарасшӑн пулнӑ. Ҫавӑнпа вӑл ӑна пире валли хатӗрлеме пуҫланӑ. Вара вӑл мӗн тунӑ?

Чи малтанах ҫӗре ҫутӑ кирлӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа та Турӑ хӗвеле ҫӗре ҫутатса тӑмалла тунӑ. Вӑл каҫа тата куна улшӑнса тӑмалла тунӑ. Кайран вара Турӑ ҫӗре океан шывӗнчен ҫӳлерех тухса тӑмалла тунӑ.

Чи малтан ҫӗр ҫинче нимӗн те пулман. Эсӗ ҫак ӳкерчӗк ҫинче мӗн куратӑн, вӑл ҫавӑн пек пулнӑ. Ун ҫинче чечексем те, йывӑҫсем те, чӗрчунсем те пулман. Океансенче пӗр пулӑ та пулман. Ҫынсемпе чӗрчунсене ҫӗр ҫинче пурӑнма чӑннипех лайӑх пултӑр тесен, Туррӑн питӗ нумай ӗҫлемелле пулнӑ.

Иеремия 10:12; Колоссы 1:15—17; Пултарни 1:1—10.