Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

4-МӖШ КАЛАВ

Мӗншӗн вӗсем хӑйсен килӗсӗр тӑрса юлнӑ

Мӗншӗн вӗсем хӑйсен килӗсӗр тӑрса юлнӑ

ПӐХ-ХА, мӗн пулса тухнӑ. Адампа́ Евӑна́ илемлӗ Еде́м садӗнчен хӑваласа кӑларса янӑ. Пӗлетӗн-и мӗншӗн?

Мӗншӗн тесен вӗсем темскер питӗ япӑххине тунӑ. Ҫавӑншӑн вара Иегова вӗсене наказани парать. Адампа́ Е́ва мӗнле япӑх ӗҫ тунине пӗлетӗн-и?

Вӗсем Турӑ тума хушманнине тунӑ. Турӑ вӗсене садри йывӑҫсен ҫимӗҫӗсене ҫиме ирӗк панӑ. Анчах та вӗсен пӗр йывӑҫран ҫимелле пулман, ҫисен — вӗсене вилӗм кӗтнӗ. Ҫак йывӑҫа Турӑ хӑйне валли хӑварнӑ. Ҫын япалине илни тӗрӗс маррине эпир пӗлетпӗр, ҫапла мар-и? Вара мӗн пулса тухнӑ-ха?

Пӗррехинче Е́ва садра пӗччен тӑрса юлнӑ, вара унпа ҫӗлен калаҫма пуҫланӑ. Шухӑшласа пӑх-ха! Вӑл Евӑна́ Турӑ ҫиме хушман йывӑҫӑн ҫимӗҫне ҫиме сӗннӗ. Иегова ҫӗленсене калаҫакан туман вӗт. Ҫавӑнпа та ҫакӑ пӗр япалана кӑна пӗлтерме пултарать: ҫӗлен вырӑнне кам та пулин урӑххи калаҫнӑ. Анчах кам-ши?

Вӑл Ада́м пулман. Ҫӗре тӑвиччен Иегова ангелсене тунине астӑватӑн-и? Апла пулсан, вӑл ҫав ангелсенчен пӗри пулнӑ. Эпир вӗсене курма пултараймастпӑр. Ҫак пӗр ангелӗ питӗ мӑнкӑмӑлланса кайнӑ. Вӑл хӑйӗн пирки Турӑ пек ертӳҫӗ пулмалла тесе шутланӑ. Ҫынсем Иеговӑна итлес вырӑнне ӑна итлеччӗр тесе ҫуннӑ вӑл. Шӑпах вӑл ҫӗлен вырӑнне калаҫакан ангел пулнӑ та.

Ҫав ангелӑн Евӑна́ улталама май килнӗ. Ҫимӗҫе ҫисен, Турӑ пек пулатӑн тесе ҫак ангел каланине хӗрарӑм ӗненнӗ. Ҫавӑнпа вӑл ҫимӗҫе ҫинӗ, вара унпа пӗрле Ада́м та ҫинӗ. Турра итлеменнине пула Адампа́ Е́ва хӑйсен райри илемлӗ килӗсӗр тӑрса юлнӑ.

Анчах Турӑ пӗтӗм ҫӗре Еде́м сачӗ пекех питӗ илемлӗ тӑвас вӑхӑт ҫитет. Эсӗ те ҫакӑнта мӗнле хутшӑнма пултарнине каярахпа эпир пӗлӗпӗр. Халӗ вара Адампа́ тата Евӑпа́ мӗн пулса тухнине пӑхса тухар.

Пултарни 2:16, 17; 3:1—13, 24; Апокалипсис 12:9.