Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

8-МӖШ КАЛАВ

Ҫӗр ҫинчи улӑпсем

Ҫӗр ҫинчи улӑпсем

САН патна пуҫӗпе маччана перӗнекен ҫын пырса тӑчӗ пулсан, эсӗ мӗн шутланӑ пулӑттӑн? Вӑл — чӑн-чӑн улӑп! Ӗлӗк-авал ҫӗр ҫинче чӑннипех улӑпсем пурӑннӑ. Библи каланӑ тӑрӑх, вӗсен ашшӗсем пӗлӗтрен аннӑ ангелсем пулнӑ. Анчах ҫакӑ мӗнле пулма пултарнӑ-ха?

Усал ангел Сатана́ яланах усал туса тӑнине аса ил-ха. Вӑл Туррӑн ангелӗсене те пӑсса яма хӑтланнӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫав ангелсенчен хӑшӗ-пӗрисем Сатанана́ итлеме пуҫланӑ. Вӗсем хӑйсене Турӑ хушнӑ пӗлӗтри ӗҫӗсене тума пӑрахнӑ. Вара хӑйсем валли этем кӗлеткисем тунӑ та ҫӗр ҫине аннӑ. Пӗлетӗн-и мӗншӗн?

Библи каланӑ тӑрӑх, вӗсем ҫӗр ҫинчи хитре хӗрарӑмсене курнӑ та вӗсемпе пурӑнасшӑн пулнӑ. Ҫавӑнпа та вӗсем ҫӗр ҫине аннӑ та ҫав хӗрарӑмсене качча илнӗ. Библи каланӑ тӑрӑх, ҫакӑ тӗрӗс мар пулнӑ, мӗншӗн тесен Турӑ ангелсене пӗлӗтре пурӑнма тунӑ.

Ҫак ангелсенчен вӗсен арӑмӗсем ачасем ҫуратнӑ, вӗсем ытти ачасенчен урӑхларах пулнӑ. Тен, малтанах ҫавӑ палӑрса тӑман. Анчах вӗсем ҫӳллӗрех те ҫӳллӗрех ӳснӗ, вӑйлӑрах та вӑйлӑрах пулса пынӑ, юлашкинчен вара улӑпсем пулса тӑнӑ.

Вӗсем питӗ усал улӑпсем пулнӑ. Ҫавӑн пек ҫӳллӗ те вӑйлӑ пулнӑран вӗсем яланах ҫынсене сиен туса тӑнӑ. Вӗсем кашни ҫынна хӑйсем пекех япӑх ҫын тӑвасшӑн тӑрӑшнӑ.

Ҫав вӑхӑталла Ено́х вилнӗ ӗнтӗ, анчах ҫӗр ҫинче пӗр лайӑх ҫын пурӑннӑ. Ӑна Ной тесе чӗннӗ. Вӑл яланах Турӑ хушнине тунӑ.

Пӗррехинче Турӑ Ноя пур усал ҫынна пӗтерме вӑхӑт ҫитрӗ тесе пӗлтернӗ. Анчах Ноя, унӑн ҫемйине тата чӗрчунсенчен нумайӑшне Турӑ ҫӑлма шут тытнӑ. Турӑ ҫавна мӗнле тунине айта пӑхса тухар.

Пултарни 6:1—8; Иуда 6.