Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

10-МӖШ КАЛАВ

Пӗтӗм ҫӗре шыв илни

Пӗтӗм ҫӗре шыв илни

КОВЧЕГ тулашӗнче юлнӑ ҫынсем малтанхи пекех пурӑннӑ. Вӗсем пӗтӗм ҫӗре шыв илессине халӗ те ӗненмен. Тен, вӗсем нихҫанхинчен вӑйлӑрах кулнӑ. Анчах та вӗсем кӗҫех кулма чарӑннӑ.

Сасартӑк ҫумӑр ҫума пуҫланӑ. Пӗлӗтрен вӑл витререн тӑкнӑ пек юхма пуҫланӑ. Ной калани тӗрӗс пулнӑ! Анчах та халӗ вара ковчега кӗрес текенсем ытла та кая юлнӑ. Алӑка Иегова хытӑ хупса хунӑ.

Кӗҫех пур айлӑма та шыв илнӗ. Шыв пысӑк юханшыв пек юхма пуҫланӑ. Вӑл йывӑҫсене йӑвантара-йӑвантара янӑ, пысӑк чулсене ҫавӑра-ҫавӑра пӑрахнӑ тата кӗмсӗртетнӗ. Ҫынсем хӑраса ӳкнӗ. Вӗсем ҫӳллӗрех вырӑнсене хӑпарса кайнӑ. Вӗсем Ноя итлеменшӗн тата алӑк уҫӑ пулнӑ чухне ковчега кӗменшӗн, ах, мӗн тери шелленӗ! Анчах халӗ вӗсем кая юлнӑ.

Шыв хӑпарса-хӑпарса пынӑ. Вӑл пӗлӗтрен 40 кун та 40 каҫ юхса тӑнӑ. Вӑл тусен айккисемпе хӑпарса пынӑ, вара кӗҫех чи ҫӳллӗ тусем те шыв айне пулнӑ. Турӑ каланӑ пекех, ковчег тулашӗнчи ҫынсемпе чӗрчунсем пурте вилсе пӗтнӗ. Ковчег ӑшӗнчисем сыхланса юлнӑ.

Нойпа́ унӑн ывӑлӗсемшӗн ковчег туни лайӑх пулнӑ. Шыв ӑна ҫӗкленӗ те, вара вӑл ун ҫийӗпе ишсе ҫӳренӗ. Кайран, ҫумӑр чарӑннӑ хыҫҫӑн, хӗвел пӑхса янӑ. Мӗнле тӗлӗнмелле тавралӑх курӑнса кайнӑ! Ӑҫта ан пӑх — пур ҫӗрте те пысӑк океан. Ковчег кӑна шыв ҫийӗпе ишнӗ.

Улӑпсем тӑрса юлман. Вӗсем ҫынсене урӑх сиен тӑваймӗҫ ӗнтӗ. Вӗсем хӑйсен амӑшӗсемпе тата ытти усал ҫынсемпе пӗрле вилсе пӗтнӗ. Анчах вӗсен ашшӗсемпе мӗн пулса тухнӑ-ши?

Улӑпсен ашшӗсем пирӗн пек ахаль ҫынсем пулман. Вӗсем ҫынсем пек ҫӗр ҫинче пурӑнас тесе ҫӗр ҫине аннӑ ангелсем пулнӑ. Ҫавӑнпа та, пӗтӗм тӗнчене шыв илсен, вӗсем ытти ҫынсемпе пӗрле вилсе пӗтмен. Вӗсем ҫын кӗлеткисемпе усӑ курма пӑрахнӑ та пӗлӗте ангелсем пек таврӑннӑ. Анчах вӗсене Турӑ ангелӗсен ҫемйин шутне кӗме урӑх ирӗк паман. Ҫавӑнпа та вӗсем Сатанан ангелӗсем пулса тӑнӑ. Библире вӗсене демонсем тесе ят панӑ.

Унтан Турӑ ҫил вӗртернӗ, вара шыв чакма пуҫланӑ. Пилӗк уйӑхран ковчег пӗр ту тӑрринче чарӑнса ларнӑ. Ковчег ӑшӗнчисем тулалла пӑхса ту тӑррисене курма пултариччен тата нумай кун иртнӗ. Шыв чаксах пынӑ.

Вара Ной ковчегран хура кайӑка, ҫӑхана, кӑларса янӑ. Кӑшт вӗҫсе ҫӳресен, ҫӑхан каялла таврӑннӑ, мӗншӗн тесен ларма юрӑхлӑ вырӑн тупайман. Ҫакӑн пек вӑл темиҫе хут тунӑ, кашнинчех каялла таврӑннӑ та ковчег ҫине ларнӑ.

Но́йӑн ҫӗр ҫинчен шыв кайнине пӗлес килнӗ, ҫавӑнпа вӑл ковчегран кӑвакарчӑна кӑларса янӑ. Кӑвакарчӑн та ларма вырӑн тупаймасӑр каялла таврӑннӑ. Анчах Ной ӑна иккӗмӗш хут кӑларса ярсан, вӑл ҫӑварӗнче олива ҫулҫипе таврӑннӑ. Ҫапла Ной шыв кайса пӗтнине пӗлнӗ. Ной кӑвакарчӑна виҫҫӗмӗш хут кӑларса янӑ, вӑл вара типӗ вырӑн тупнӑ та унтах пурӑнма юлнӑ.

Халӗ Турӑ Ноя каланӑ. Вӑл хушнӑ: «Ковчегран тух. Хӑвӑнпа пӗрле ҫемйӳне тата чӗрчунсене илсе тух». Ковчегра вӗсем пӗр ҫулталӑк ытла пулнӑ. Ҫавӑнпа та каллех ковчег тулашӗнче пулнӑшӑн тата чӗрӗ тӑрса юлнӑшӑн вӗсем мӗн тери савӑннине шутласа илме пултаратпӑр!

Пултарни 7:10—24; 8:1—17; 1 Петр 3:19, 20.