Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

11-МӖШ КАЛАВ

Пӗрремӗш асамат кӗперӗ

Пӗрремӗш асамат кӗперӗ

ХӐЙӖН ҫемйипе ковчегран тухсан, Ной чи малтанах мӗн тунине пӗлетӗн-и? Вӑл Турра парне кӳнӗ. Аялти ӳкерчӗк ҫине пӑх-ха, унта эсӗ вӑл ҫакна мӗнле тунине курӑн. Хӑйӗн ҫемйине пӗтӗм ҫӗре шыв илнинчен ҫӑлнӑшӑн Ной Турра тав туса чӗрчунсене парнене панӑ.

Эсӗ мӗнле шухӑшлатӑн, Иеговӑна унӑн парни килӗшнӗ-ши? Паллах, килӗшнӗ. Ҫавӑнпа та вӑл Ноя ҫӗре урӑх нихӑҫан та шыв илнипе пӗтерместӗп тесе сӑмах панӑ.

Кӗҫех, пӗтӗм ҫӗр типсе ҫитсен, Ной хӑйӗн ҫемйипе каллех ковчег тулашӗнче пурӑнма пуҫланӑ. Турӑ вӗсене пиллесе каланӑ: «Нумай ачасем ҫуратӑр. Пӗтӗм ҫӗре ҫынсемпе тултаричченех».

Анчах каярахпа, пӗтӗм ҫӗре шыв илни ҫинчен илтсен, ҫынсем ҫӗре каллех шыв илессинчен хӑрама пултарнӑ. Ҫавӑнпа Турӑ пӗтӗм ҫӗре шыв илнипе урӑх нихӑҫан та пӗтерместӗп тесе сӑмах панине аса илтерме пӗр япала тунӑ. Мӗн тунине пӗлетӗн-и? Асамат кӗперӗ.

Яланхи пекех, ҫумӑр хыҫҫӑн хӗвел пӑхсан, пӗлӗтре асамат кӗперӗ тухать. Асамат кӗперӗ нумай илемлӗ тӗссенчен тӑма пултарать. Эсӗ ху хӑҫан та пулин асамат кӗперне курнӑ-и? Эсӗ ӑна ӳкерчӗк ҫинче куратӑн-и?

Акӑ вара мӗн каланӑ Турӑ: «Эпӗ пур ҫынсемпе чӗрчунсене ҫӗре шыв илнипе урӑх нихӑҫан та пӗтермӗп тесе сӑмах паратӑп. Эпӗ асамат кӗперне пӗлӗтсем ҫине хуратӑп. Асамат кӗперӗ тухсан, эпӗ ӑна курӑп та хам сӑмах панине аса илӗп».

Ҫавӑнпа та, эсӗ халӗ асамат кӗперне курсан, вӑл сана мӗн ҫинчен аса илтермелле? Тӗрӗс — Турӑ тӗнчене шыв илнипе урӑх нихӑҫан та пӗтермӗп тесе сӑмах панине.

Пултарни 8:18—22; 9:9—17.