Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

14-МӖШ КАЛАВ

Турӑ Авраамӑн ӗненӗвне тӗрӗслет

Турӑ Авраамӑн ӗненӗвне тӗрӗслет

АВРАА́М мӗн тунине куратӑн-и? Унӑн аллинче ҫӗҫӗ, вара ҫакӑнта вӑл ывӑлне вӗлерме тӑнӑ пек туйӑнать. Анчах вӑл ҫакна мӗншӗн тӑвать-ха? Малтан Авраампа́ Са́рра ачаллӑ мӗнле пулнине айта пӑхса тухар.

Турӑ вӗсен ывӑл ҫуралать тесе сӑмах панине аса ил-ха. Авраампа́ Са́рра ҫав тери ватӑ пулнӑ пирки ҫакӑ пулма пултараймасть пек туйӑннӑ. Анчах Авраа́м пулма пултарайманнине Турӑ тума пултарать тесе ӗненнӗ. Эппин, мӗн пулса тухнӑ-ха?

Турӑ сӑмах панӑ хыҫҫӑн пӗр ҫул иртсе кайнӑ. Ҫапла вара, Авраа́м 100 ҫул, Са́рра 90 ҫул тултарсан, вӗсен Исаа́к ятлӑ ача ҫуралнӑ. Турӑ хӑй сӑмах панине пурнӑҫланӑ!

Исаа́к ҫитӗнсе ҫитсен, Иегова Авраа́м ӗненӗвне тӗрӗсленӗ. «Авраа́м!» — вӑл чӗннӗ.— «Акӑ эпӗ!» — хуравланӑ Авраа́м. Ун хыҫҫӑн Турӑ ӑна каланӑ: «Хӑвӑн ывӑлна, хӑвӑн пӗртен-пӗр ывӑлна, Исаака́ ил те эпӗ кӑтартакан ту ҫине кай. Унта хӑвӑн ывӑлна вӗлер те ӑна парнене пар».

Ҫак сӑмахсем Авраама́ ҫав тери хурлантарнӑ, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн ывӑлне питӗ вӑйлӑ юратнӑ. Авраа́м ачисем Ханаа́н ҫӗрӗнче пурӑнӗҫ тесе Турӑ сӑмах панине аса ил-ха. Анчах Исаа́к вилсен ҫакӑ мӗнле пурнӑҫланӗ-ши? Авраа́м ҫакна ӑнланман пулин те, вӑл Турра пурпӗрех пӑхӑннӑ.

Ту ҫине хӑпарсан Авраа́м Исаака́ ҫыхнӑ та хӑй тунӑ парне вырӑнӗ ҫине хунӑ. Кайран ывӑлне вӗлерме ҫӗҫҫине туртса кӑларнӑ. Анчах ҫав самантра Турӑ ангелӗ каланӑ: «Авраа́м, Авраа́м!» — «Акӑ эпӗ!» — хуравланӑ Авраа́м.

— Ачуна нимӗнле сиен те ан ту тата унпа нимӗн те ан ту,— хушнӑ ӑна Турӑ.— Эсӗ мана ӗненнине халӗ эпӗ пӗлетӗп, мӗншӗн тесен маншӑн хӑвӑн ывӑлна, хӑвӑн пӗртен-пӗр ывӑлна, хӗрхенмерӗн.

Авраа́м Турра питӗ хытӑ ӗненнӗ! Вӑл Иегова пурне те тума пултарнине тата Иегова Исаака́ вилӗмрен чӗртсе тӑратма пултарнине ӗненнӗ. Чӑннипе каласан, Авраам Исаака вӗлертӗр тесе Туррӑн пӗр кӑмӑл та пулман. Ҫавӑнпа та Турӑ чӑтлӑхра такана ҫакланса лармалла тунӑ та Авраама́ хӑйӗн ывӑлӗ вырӑнне ӑна парне пама хушнӑ.

Пултарни 21:1—7; 22:1—18.