Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

17-МӖШ КАЛАВ

Пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑракан йӗкӗрешсем

Пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑракан йӗкӗрешсем

ҪАК арҫын ачасем пӗр-пӗринчен ҫав тери уйрӑлса тӑраҫҫӗ, ҫапла мар-и? Вӗсен ячӗсене эсӗ пӗлетӗн-и? Сунара ҫӳрекен арҫын ачана Иса́в тесе чӗнеҫҫӗ, сурӑхсене пӑхаканни вара — Иа́ков.

Исавпа́ Иа́ков Исаакпа́ Реве́ккӑн йӗкӗреш ывӑлӗсем пулнӑ. Исаа́к, ашшӗ, Исава́ питӗ юратнӑ, мӗншӗн тесен вӑл лайӑх сунарҫӑ пулнӑ тата вӑл час-часах ҫемье валли ҫимелли илсе килнӗ. Анчах Реве́кка Иакова́ ытларах юратнӑ, мӗншӗн тесен вӑл йӑваш, лӑпкӑ арҫын ача пулнӑ.

Авраа́м аслашшӗ пурӑннӑ чухне вӑл Иегова ҫинчен каласа кӑтартнине Иа́ков мӗнле итлеме юратнине шухӑшласа пӑхма пулать ӗнтӗ. Авраа́м 175 ҫулта вилнӗ, ун чухне йӗкӗрешсене 15-шер ҫул пулнӑ.

40 ҫула ҫитсен Иса́в Ханаа́н ҫӗрӗнчи икӗ хӗрарӑма качча илнӗ. Ҫакӑ Исаакпа́ Ревеккӑна́ питӗ хурлантарнӑ, мӗншӗн тесен ҫак хӗрарӑмсем Иеговӑна пуҫҫапман.

Кайран пӗр ӗҫ пулса иртнӗ, ҫавна пула Иса́в хӑйӗн Иа́ков шӑллӗ ҫине питӗ вӑйлӑ тарӑхнӑ. Исаа́кшӑн хӑйӗн аслӑ ывӑлне пиллеме вӑхӑт ҫитнӗ. Иса́в Иаковра́н аслӑ пулнӑ пирки, паллах, вӑл ҫак пиллӗхе илме шанса тӑнӑ. Анчах вӑл пиллӗх илессине малтанах Иакова́ сутса янӑ. Ҫавӑн пекех, арҫын ачасем ҫуралнӑ чухне Иа́ков пиллӗх илет тесе Турӑ малтанах каласа хунӑ. Ҫапла пулса тухнӑ та. Исаа́к хӑйӗн ывӑлне Иакова́ пилленӗ.

Кайран Иса́в, ҫакӑн ҫинчен пӗлсен, Иа́ков ҫине питӗ ҫилленнӗ. Ҫав тери ҫилленнине пула вӑл Иакова́ вӗлерме те сӑмах панӑ. Ҫакӑ Ревеккӑна́ ҫав тери пӑшӑрхантарса янӑ. Вара вӑл хӑйӗн упӑшкине Исаака́ каланӑ: «Иа́ков та Ханаа́н хӗрарӑмӗсенчен пӗрне качча илсен, ҫакӑ вара калама ҫук япӑх пулӗ».

Вара Исаа́к хӑйӗн ывӑлне Иакова́ чӗнсе илнӗ те каланӑ: «Ханаа́н хӗрарӑмне качча ан ил. Вафуи́л кукаҫу килне Харрана́ кай. Унӑн ывӑлӗн, Лава́нӑн, пӗр хӗрне качча ил».

Иа́ков ашшӗ каланине итленӗ те тӳрех хӑйӗн хурӑнташӗсем патне инҫетри Харрана́ тухса кайнӑ.

Пултарни 25:5—11, 20—34; 26:34, 35; 27:1—46; 28:1—5; Еврейсем 12:16, 17.