Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

19-МӖШ КАЛАВ

Иаковӑн пысӑк ҫемйи

Иаковӑн пысӑк ҫемйи

ЭСӖ ҫак пысӑк ҫемье ҫине пӑх кӑна. Ҫаксем Иа́ковӑн 12 ывӑлӗ. Унӑн хӗрсем те пур. Унӑн пӗр ачин ятне те пулин пӗлетӗн-и? Вӗсенчен хӑш-пӗрисемпе айта паллашар.

Ли́я Рувима́, Симеона́, Левие́ тата Иудӑна́ ҫуратнӑ. Рахи́ль хӑй ача ҫуратма пултарайманнине курсан питӗ хурланнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл Иакова́ хӑйӗн Ва́лла тарҫине панӑ, вара унран икӗ ывӑл ҫуралнӑ: Дан тата Неффали́м. Ун хыҫҫӑн Ли́я та Иакова́ хӑйӗн Зе́лфа тарҫине панӑ, вара Зе́лфа Гадпа́ Асира́ ҫуратнӑ. Каярахпа Ли́йӑн тата икӗ ывӑл ҫуралнӑ: Иссаха́р тата Завуло́н.

Юлашкинчен Рахи́ль те ача ҫуратма пултарнӑ. Вӑл ӑна Ио́сиф тесе ят панӑ. Каярахпа эпир Ио́сиф ҫинчен тата ытларах пӗлӗпӗр, мӗншӗн тесен вӑл питӗ паллӑ ҫын пулса тӑрать. Ҫапла вара, ҫаксем Рахи́ль ашшӗн, Лава́нӑн, килӗнче пурӑннӑ чухне Иа́ковӑн ҫуралнӑ 11 ывӑлӗ.

Иа́ковӑн ҫавӑн пекех хӗрсем те пулнӑ, анчах Библире вӗсенчен пӗрин ятне кӑна асӑннӑ. Унӑн ячӗ Ди́на.

Вӑхӑт ҫитсен, Иа́ков Лава́н патӗнчен тухса кайма тата Ханаана́ таврӑнма шут тытнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн пысӑк ҫемйине, ҫавӑн пекех хӑйӗн пысӑк сурӑх кӗтӗвӗсене тата ытти выльӑхӗсене пуҫтарнӑ та инҫе ҫула тухнӑ.

Ун хыҫҫӑн, Иа́ков ҫемйипе Ханаана́ таврӑнсан, Рахи́лӗн тата тепӗр ывӑл ҫуралнӑ. Ҫакӑ ҫул ҫинче пулса иртнӗ. Рахи́ль питӗ хытӑ асапланнӑ, вара юлашкинчен ҫуратнӑ чухне вилсе кайнӑ. Анчах ачи чӗрӗ юлнӑ. Иа́ков ӑна Вениами́н тесе ят панӑ.

Пирӗн Иа́ковӑн 12 ывӑлӗн ячӗсене астуса юлмалла, мӗншӗн тесен вӗсенчен пӗтӗм Изра́иль халӑхӗ пулса кайнӑ. Чӑнах та, Изра́илӗн 12 йӑхне ятсем панӑ чухне Иа́ковӑн 10 ывӑлӗн тата Ио́сифӑн икӗ ывӑлӗн ятне панӑ. Иа́ковӑн ывӑлӗсем ҫуралнӑ хыҫҫӑн Исаа́к тата нумай ҫул пурӑннӑ, ҫавӑнпа та вӑл нумай мӑнук пурришӗн телейлӗ пулнӑ пулӗ. Анчах унӑн Ди́на мӑнукӗпе мӗн пулса тухнине айта пӑхса тухар.

Пултарни 29:32—35; 30:1—26; 35:16—19; 37:35.