Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

20-МӖШ КАЛАВ

Дина инкеке лекет

Дина инкеке лекет

ПӐХ-ХА, Ди́на кам патне хӑнана каять? Ханаа́н ҫӗрӗнче пурӑнакан хӗрсем патне. Ҫакӑ унӑн ашшӗне Иакова́ килӗшнӗ пулӗччӗ-ши? Ҫак ыйтӑва хуравлама ҫӑмӑл пултӑр тесен, Авраампа́ Исаа́к Ханаа́н хӗрарӑмӗсем ҫинчен мӗн шутланине аса ил-ха.

Авраа́м хӑйӗн ывӑлне Исаака́ Ханаа́н хӗрне качча илтересшӗн пулнӑ-и? Паллах, ҫук. Исаакпа́ Реве́кка хӑйсен ывӑлне Иакова́ Ханаа́н хӗрне качча илтересшӗн пулнӑ-и? Паллах, ҫук. Пӗлетӗн-и мӗншӗн?

Мӗншӗн тесен Ханаа́н ҫыннисем суя турӑсене пуҫҫапнӑ. Вӗсем качча илмешкӗн е качча тухмашкӑн лайӑх ҫынсем пулман, ҫавӑн пекех вӗсем ҫывӑх туссем пулмашкӑн та лайӑх ҫынсем пулман. Ҫавӑнпа та хӑйӗн хӗрӗ Ханаа́н хӗрӗсемпе туслашнине Иа́ков ырламан пулӗччӗ тесе эпир шанма пултаратпӑр.

Паллах ӗнтӗ, Ди́на инкеке лекет. Ӳкерчӗк ҫинче Ди́на ҫине пӑхакан Ханаа́н арҫыннине куратӑн-и? Вӑл Сихе́м ятлӑ. Пӗррехинче, Ди́на хӑнана пырсан, Сихе́м Динӑна́ ярса тытнӑ та вӑйпа хӑйӗнпе вырттарнӑ. Ҫакӑ тӗрӗс мар пулнӑ, мӗншӗн тесен упӑшкипе арӑмӗ кӑна пӗрле выртма пултараҫҫӗ. Сихе́м Динӑпа́ ҫавӑн пек япӑх туни питӗ нумай инкек патне илсе пынӑ.

Динӑпа́ мӗн пулса иртни ҫинчен пӗлсен, унӑн пӗртӑванӗсем питӗ ҫилленнӗ. Уйрӑмах вӗсенчен иккӗшӗ: Симеонпа́ Ле́вий,— вӗсем хулана кӗтмен ҫӗртен хӗҫсемпе вирхӗнсе кӗнӗ те унта пурӑнакансем ҫине тапӑннӑ. Вара ытти пӗртӑванӗсемпе пӗрле Сихема́ тата ҫав хулари пур арҫынна та вӗлерсе тухнӑ. Ҫакӑн пек усал ӗҫ Иакова́ питӗ ҫиллентернӗ.

Анчах ҫак пур инкек мӗнрен пуҫланса кайнӑ? Ди́на Турӑ законне итлемен ҫынсемпе туслашнине пула. Эпир ҫакӑн пек туссемпе туслашасшӑн мар вӗт, ҫапла-и?

Пултарни 34:1—31.