Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

21-МӖШ КАЛАВ

Пиччӗшӗсем Иосифа кураймаҫҫӗ

Пиччӗшӗсем Иосифа кураймаҫҫӗ

ҪАК хуйхӑллӑ тата шанчӑка ҫухатнӑ ҫамрӑк ҫине пӑх-ха. Ку вӑл Ио́сиф. Унӑн пиччӗшӗсем халӗ кӑна ӑна Египета́ каякан ҫынсене сутса янӑ. Ио́сиф унта чура пулӗ. Мӗншӗн хӑйӗн пӗртӑванӗсем унпа ҫавӑн пек япӑх тытнӑ? Мӗншӗн тесен вӗсем Иосифа́ ӑмсаннӑ.

Ашшӗ, Иа́ков, Иосифа́ питӗ хытӑ юратнӑ. Вӑл ӑна валли вӑрӑм хитре тумтир ҫӗлесе панипе хӑй ырланине кӑтартнӑ. Иа́ков Иосифа́ питӗ хытӑ юратнине курсан, унӑн 10 пиччӗшӗ Иосифа́ ӑмсанма пуҫланӑ та курайми пулса ҫитнӗ. Анчах мӗншӗн вӗсем ӑна курайми пулнине кӑтартакан тепӗр сӑлтав пулнӑ.

Ио́сиф икӗ тӗлӗк курнӑ. Икӗ тӗлӗкӗнче те пиччӗшӗсем ӑна пуҫ тайнӑ. Ио́сиф вӗсене ҫак тӗлӗксем ҫинчен каласа парсан, вӗсем ӑна тата ытларах курайми пулнӑ.

Акӑ пӗррехинче, Ио́сифӑн пиччӗшӗсем хӑйсен ашшӗн сурӑхӗсене пӑхнӑ чухне, Иа́ков Иосифа́ вӗсене кайса пӑхма хушать. Пиччӗшӗсем Ио́сиф пынине курсан, вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем каланӑ: «Айтӑр ӑна вӗлерер!» — «Ҫук, ҫакна ан тӑвӑр!» — тесе каланӑ Руви́м, вӗсенчен чи асли. Вара вӗсем Иосифа́ хывӑнтараҫҫӗ те шывсӑр шӑтӑка пӑрахаҫҫӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсем лараҫҫӗ те унпа малалла мӗн тумалли пирки шутлаҫҫӗ.

Ҫак вӑхӑтра вӗсем патӗнчен Измаи́л ҫыннисем иртсе пынӑ. Иу́да хӑйӗн пӗртӑванӗсене калать: «Айтӑр ӑна Измаи́л ҫыннисене сутса ярар». Вӗсем ҫапла тӑваҫҫӗ те. Вӗсем Иосифа́ 20 кӗмӗл укҫалла сутса яраҫҫӗ. Ҫакна туни питӗ путсӗр тата чунсӑр пулнӑ!

Анчах пиччӗшӗсем ашшӗне мӗн калӗҫ-ши? Вӗсем качака такине пусаҫҫӗ те Ио́сифӑн хитре тумтирне качака такин юнӗ ӑшне чике-чике кӑлараҫҫӗ. Кайран тумтире хӑйсен Иа́ков ашшӗ патне илсе килеҫҫӗ те калаҫҫӗ: «Акӑ мӗн тупрӑмӑр эпир. Пӑх-ха, ҫакӑ Ио́сифӑн тумтирӗ пулас».

Иа́ков ҫакӑ унӑн тумтирӗ пулнине курать. «Тен, Иосифа́ тискер кайӑк вӗлернӗ»,— тесе йӗрет вӑл. Ҫапла вара пиччӗшсем шутласа хуни мая килет. Иа́ков питӗ вӑйлӑ хуйхӑрать. Вӑл нумай кун хушши йӗрет. Анчах Ио́сиф вилмен. Унпа тыткӑнра мӗн пулса иртнине айта пӑхса тухар.

Пултарни 37:1—35.