Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

22-МӖШ КАЛАВ

Иосифа тӗрмене хупаҫҫӗ

Иосифа тӗрмене хупаҫҫӗ

ИОСИФА́ Египета́ илсе кайнӑ чухне вӑл 17 ҫулта кӑна пулнӑ. Унта ӑна Потифа́р ятлӑ ҫынна сутса яраҫҫӗ. Потифа́р фарао́н текен Еги́пет патши патӗнче ӗҫлет.

Ио́сиф хӑйӗн хуҫишӗн, Потифа́ршӑн, тӑрӑшса ӗҫлет. Ио́сиф ӳссе ҫитӗннӗҫемӗн Потифа́р ӑна хӑйӗн пӗтӗм ҫуртне тытса тӑракан тунӑ. Апла пулсан, мӗншӗн Ио́сиф ҫак тӗрмере? Потифа́р арӑмне пула.

Ио́сиф ӳссе ҫитсен питӗ хитре арҫын пулса тӑрать, Потифа́р арӑмӗ вара ӑна хӑйӗнпе вырттарасшӑн. Анчах Ио́сиф ҫакӑ тӗрӗс маррине пӗлет, вара ҫакна тӑвасшӑн пулмасть. Ҫакӑ Потифа́р арӑмне питӗ тарӑхтарать. Ҫавӑнпа та, упӑшки киле таврӑнсан, вӑл ӑна суйса калать: «Ҫак усал Ио́сиф манпа выртма пикенчӗ!» Потифа́р хӑйӗн арӑмне ӗненет те питӗ тарӑхса каять. Ҫавӑнпа та вӑл Иосифа́ тӗрмене лартать.

Кӗҫех тӗрме пуҫлӑхӗ Ио́сиф лайӑх ҫын пулнине курать. Ҫавӑнпа та вӑл ӑна ытти мӗнпур тӗрмере ларакансене пӑхса тӑракан тӑвать. Каярахпа фарао́н хӑйӗн эрех парса тӑраканӗпе ҫӑкӑр парса тӑраканӗ ҫине ҫилленет те вӗсене тӗрмене хупать. Пӗррехинче каҫхине вӗсем иккӗшӗ те хӑйне евӗрлӗ тӗлӗксем кураҫҫӗ, анчах вӗсен пӗлтерӗшне ӑнланмаҫҫӗ. Тепӗр кунне Ио́сиф ыйтать: «Хӑвӑр тӗлӗкӗрсене каласа парӑр мана». Вӗсем каласа парсан, вӑл Турӑ пулӑшнипе тӗлӗксен пӗлтерӗшне ӑнлантарса парать.

Эрех парса тӑракана Ио́сиф калать: «Виҫӗ кунтан сана тӗрмерен кӑларӗҫ те эсӗ каллех фарао́н патӗнче эрех парса тӑракан пулӑн.— Ҫавӑнпа Ио́сиф хушса калать: — Эсӗ ирӗке тухсан, ман ҫинчен фараона́ каласа пар та мана ҫакӑнтан тухма пулӑш». Ҫӑкӑр парса тӑракана Ио́сиф калать: «Шӑп виҫ кунтан фарао́н санӑн пуҫна касса таттарӗ».

Виҫӗ кунтан Ио́сиф каланӑ пекех пулса тухать. Ҫӑкӑр парса тӑраканӑн пуҫне касса татаҫҫӗ. Эрех парса тӑракана ирӗке кӑлараҫҫӗ, вӑл вара каллех патшашӑн ӗҫлеме пуҫлать. Анчах эрех парса тӑракан Ио́сиф ҫинчен пачах манса каять! Вӑл фараона́ ун ҫинчен каласа памасть, ҫавӑнпа Ио́сифӑн тӗрмерех юлма тивет.

Пултарни 39:1—23; 40:1—23.