Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

26-МӖШ КАЛАВ

Иов Турра шанчӑклӑ

Иов Турра шанчӑклӑ

САНА ҫак чирлӗ ҫынна шел мар-и? Вӑл Ио́в ятлӑ, ҫак хӗрарӑм вара — унӑн арӑмӗ. Вӑл Иова́ мӗн каланине пӗлетӗн-и? «Турра ылхан та вилсе вырт пӗрех хут». Вӑл мӗншӗн ҫапла каланине тата мӗншӗн Ио́в ҫав тери вӑйлӑ асапланнине айта пӑхса тухар.

Ио́в шанчӑклӑ тата Турра итлекен ҫын пулнӑ. Вӑл Ханаанра́н инҫех мар Уц ҫӗрӗнче пурӑннӑ. Иегова Иова́ питӗ хытӑ юратнӑ, анчах Иова́ пӗри курайман. Вӑл кам пулнине пӗлетӗн-и?

Сатана́ Шуйттан. Сатана́ Иеговӑна курайман усал ангел пулнине аса ил-ха. Вӑл Адампа́ Евӑна́ Иеговӑна хирӗҫ кайма хӗтӗртнӗ тата ҫавӑн пекех вӑл пурне те Иеговӑна хирӗҫ яма пултаратӑп тесе шутланӑ. Анчах вӑл ҫакна тума пултарнӑ-и? Ҫук. Эпир паллашнӑ нумай шанчӑклӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсем пирки шухӑшласа пӑх кӑна. Вӗсенчен хӑшӗсене эсӗ ятран каласа тухма пултаратӑн?

Иаковпа́ Ио́сиф Египетра́ вилнӗ хыҫҫӑн ҫӗр ҫинче Иеговӑна чи шанчӑклӑ ҫын Ио́в пулнӑ. Сатана́ пурне те пӑсса яма пултарайманнине пӗлтермешкӗн Иегова Сатанана́ каланӑ: «Ио́в ҫине пӑх-ха. Пӑх-ха, вӑл мана мӗнле шанчӑклӑ».

— Вӑл сана шанчӑклӑ,— хирӗҫ каланӑ Сатана́,— мӗншӗн тесен эсӗ ӑна пиллетӗн тата унӑн пуянлӑх нумай. Анчах унӑн пуянлӑхне туртса илсен, вӑл сана ылханӗ.

Вара Иегова каланӑ: «Мӗнех вара, хӑтланса пӑх. Унӑн пуянлӑхне туртса ил. Иова́ мӗн тӑвас килет, ҫавна ту. Пӑхӑпӑр, вӑл мана ылханӗ-и. Анчах асту, ӑна ан вӗлер».

Чи малтан Сатана́ ҫынсене Ио́вӑн ӗнисемпе тӗвисене вӑрлама хӗтӗртнӗ, унтан унӑн сурӑхӗсене вӗлерсе пӗтернӗ. Кайран ҫил-тӑвӑлпа пӳрте йӑтӑнтарса антарса Ио́вӑн 10 ывӑлӗпе хӗрӗсене вӗлернӗ, ун хыҫҫӑн вара Иова́ ҫак хӑрушӑ чирпе чирлеттерсе янӑ. Ио́в питӗ вӑйлӑ асапланнӑ. Акӑ мӗншӗн Ио́в арӑмӗ ӑна каланӑ: «Турра ылхан та вилсе вырт пӗрех хут». Анчах Ио́в ҫакна тӑвас темен. Ҫитменнине тата, ун патне виҫӗ суя тусӗ килнӗ те унччен вӑл ирсӗр пурнӑҫпа пурӑннӑ тесе каланӑ. Анчах ҫавӑн чухне те Ио́в шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ.

Ҫакӑншӑн Иегова питӗ савӑннӑ, вара — эсӗ ӳкерчӗк ҫинче мӗнле куратӑн — юлашкинчен вӑл Иова́ пилленӗ. Вӑл ӑна чиртен сыватнӑ. Ио́вӑн тепӗр 10 хитре ача ҫуралнӑ тата ӗнисем, сурӑхӗсем, тӗвисем вара унчченхинчен икӗ хут ытларах пулнӑ.

Эсӗ Ио́в пекех Иеговӑна яланах шанчӑклӑ пулӑн-ши? Ҫапла тусан, Иегова сана та ҫавӑн пекех пиллӗ. Пӗтӗм ҫӗр Еде́м сачӗ пекех илемлӗ пулса тӑрсан, санӑн ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май пулать.

Иов 1:1—22; 2:1—13; 42:10—17.