Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

27-МӖШ КАЛАВ

Египета усал патша тытса тӑрать

Египета усал патша тытса тӑрать

ҪАК арҫынсем халӑха вӑйпа хистесе ӗҫлеттереҫҫӗ. Ӗҫлекенсенчен пӗрне пушӑпа ҫапакан ҫын ҫине пӑх-ха! Ҫак ӗҫлекенсем Иа́ков ҫемйинчен, вӗсене Изра́иль ҫыннисем тесе чӗнеҫҫӗ. Вӗсене ӗҫлеме хистекен арҫынсем вара — Еги́пет ҫыннисем. Изра́иль халӑхӗ Еги́пет ҫыннисен чурисем пулса тӑнӑ. Анчах та ҫакӑ мӗнле пулса тухнӑ?

Нумай ҫул хушши Иа́ковӑн пысӑк ҫемйи Египетра́ мирлӗ пурӑннӑ. Вӗсемшӗн Ио́сиф — Египетра́ фарао́н хыҫҫӑнхи чи паллӑ ҫын — тӑрӑшнӑ. Анчах кайран Ио́сиф вилнӗ. Вара Египетра́ ҫӗнӗ фарао́н патшана ларнӑ, вал Изра́иль ҫыннисене юратман.

Ҫавӑнпа та ҫак усал фарао́н Изра́иль ҫыннисене чурасем туса хунӑ. Вӑл ҫавӑн пекех вӗсене пӑхса тӑма усал, хаяр ҫынсене тӑратнӑ. Вӗсем Изра́иль ҫыннисене фарао́н валли хуласем тума вӑйпа хистесе йывӑр ӗҫ ӗҫлеттернӗ. Ҫакна пӑхмасӑрах Изра́иль ҫыннисем йышлӑлансах-йышлӑлансах пынӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Изра́иль халӑхӗ питӗ йышлӑланса тата вӑйланса каясран Еги́пет ҫыннисем хӑрама пуҫланӑ.

Фарао́н мӗн тунине пӗлетӗн-и? Вӑл Изра́иль халӑхӗн амӑшӗсене ача ҫуратма пулӑшакан хӗрарӑмсене хушнӑ: «Сирӗн тин ҫуралнӑ кашни арҫын ачана вӗлермелле». Анчах ҫак хӗрарӑмсем ырӑ ҫынсем пулнӑ, вӗсем пӗчӗк ачасене вӗлересшӗн пулман.

Ҫавӑнпа та фарао́н хӑйӗн халӑхне хушнӑ: «Тин ҫуралнӑ Изра́иль арҫын ачисене туртса илӗр те вӗсене вӗлерӗр. Хӗрачасене кӑна чӗрӗ хӑварӑр». Ҫакна тума хушни тискер ӗҫ мар-и? Тин ҫуралнӑ пӗр арҫын ача мӗнле ҫӑлӑнса юлнине айта пӑхса тухар.

Тухни 1:6—22.