Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

28-МӖШ КАЛАВ

Тин ҫуралнӑ Моисей мӗнле ҫӑлӑннӑ

Тин ҫуралнӑ Моисей мӗнле ҫӑлӑннӑ

ПӖЧӖК ача йӗни тата вӑл хӗрарӑм пӳрнинчен ярса тытни ҫине пӑх-ха. Ҫакӑ вӑл Моисе́й. Ҫак хитре хӗрарӑм кам пулнине пӗлетӗн-и? Вӑл Еги́пет патшин хӗрӗ — фарао́н хӗрӗ.

Моисе́й амӑшӗ хӑйӗн ачине виҫӗ уйӑх тултариччен пытарса усранӑ, мӗншӗн тесен ачана Египет ҫыннисем ан вӗлерччӗр тенӗ. Анчах вӑл Моисее́ тупма пултарнине пӗлнӗ, ҫавӑнпа та ӑна ҫӑлас тесе ак ҫакна тунӑ.

Вӑл карҫинкка илнӗ те ӑна сӑмала сӗрсе шыв кӗмелле мар тунӑ. Кайран Моисее́ карҫинккана хунӑ та ӑна Нил юханшывӗ хӗррипе ӳсекен ҫӳллӗ курӑк ӑшне лартнӑ. Мариама́, Моисе́йӑн аппӑшне, инҫех мар тӑма тата малалла мӗн пулассине сӑнама хушнӑ.

Кӗҫех юханшыв патне фарао́н хӗрӗ шыва кӗме килнӗ. Сасартӑк вӑл ҫӳллӗ курӑк ӑшӗнче карҫинккана курать. Вара хӑйӗн хӗрарӑм тарҫине чӗнет: «Кай та мана ҫав карҫинккана илсе килсе пар». Патша хӗрӗ ӑна уҫса пӑхсан питӗ илемлӗ пӗчӗк ачана курах каять! Пӗчӗк Моисе́й йӗрсе выртнӑ, ҫавӑнпа та патша хӗрӗ ӑна питӗ шелленӗ. Вӑл ӑна вӗлерттересшӗн пулман.

Ҫав вӑхӑтра Мариа́м пырса тӑрать. Эсӗ ӑна ӳкерчӗк ҫинче курма пултаратӑн. Мариа́м фарао́н хӗрӗнчен ыйтнӑ: «Сан валли Изра́иль хӗрарӑмӗсем хушшинчен кӑкӑр ӗмӗртекене кайса чӗнсе килес мар-и?»

— Тархасшӑн, чӗнсе кил,— хуравланӑ патша хӗрӗ.

Мариа́м хӑвӑрт чупса кайнӑ та пӗтӗмпех хӑйӗн амӑшне каласа панӑ. Моисе́йӑн амӑшӗ патша хӗрӗ патне пырсан, патша хӗрӗ каланӑ: «Ҫак пӗчӗк ачана ил те мана валли ӑна пӑхса ӳстер, эпӗ вара сана ҫакӑншӑн тӳлӗп».

Ҫапла Моисе́й амӑшӗ хӑйӗн ачине пӑхса пурӑннӑ. Кайран, Моисе́й ӳссе ҫитсен, амӑшӗ ӑна фарао́н хӗрӗ патне илсе пынӑ, вӑл вара ӑна ывӑлӗ вырӑнне йышӑннӑ. Ак ҫапла Моисе́й фарао́н килӗнче ӳссе ҫитӗннӗ.

Тухни 2:1—10.