Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

31-МӖШ КАЛАВ

Моисейпа Аарон фараон патне пыраҫҫӗ

Моисейпа Аарон фараон патне пыраҫҫӗ

ЕГИПЕТА́ таврӑнсан Моисе́й Аарона́, хӑйӗн пиччӗшне, пур тӗлӗнмелле ӗҫсем ҫинчен каласа панӑ. Моисейпа́ Ааро́н ҫак тӗлӗнмелле ӗҫсене Изра́иль ҫыннисене кӑтартсан, пӗтӗм халӑх Иегова вӗсемпе пӗрле пулнине ӗненнӗ.

Кайран Моисейпа́ Ааро́н фарао́н патне пынӑ. Вӗсем ӑна каланӑ: «Иегова, Изра́иль Турри, ҫапла калать: “Манӑн халӑхӑма пушхирте мана пуҫҫапма виҫӗ куна яр”». Анчах фарао́н хуравланӑ: «Эпӗ Иеговӑна ӗненместӗп. Израиле́ яма шутламастӑп та».

Фарао́н тарӑхса кайнӑ, мӗншӗн тесен Иеговӑна пуҫҫапмашкӑн халӑх ӗҫе пӑрахасшӑн пулнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл вӗсене тата ытларах йывӑр ӗҫ ӗҫлеттернӗ. Хӑйсемпе ҫакӑн пек япӑх тытнӑшӑн Изра́иль халӑхӗ Моисее́ айӑпланӑ, вара ҫакӑ ӑна питӗ кулянтарнӑ. Анчах Иегова Моисее́ кулянма кирлӗ мар тесе каланӑ. «Фараон манӑн халӑха тухса кайма ирӗк парӗ, мӗншӗн тесен Эпӗ ӑна ҫапла тутарӑп»,— тесе шантарнӑ Иегова.

Моисейпа́ Ааро́н каллех фарао́н патне пынӑ. Ку хутӗнче вӗсем тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑ. Ааро́н хӑйӗн туйине пӑрахнӑ та, вӑл пысӑк ҫӗлен пулса тӑнӑ. Анчах фарао́нӑн ӑслӑ ҫыннисем те туйисене пӑрахнӑ, вара вӗсем те ҫӗленсем пулса тӑнӑ. Анчах мӗн-ха ку! Ааро́н ҫӗленӗ ӑслӑ ҫынсен ҫӗленӗсене ҫӑтса ярать. Ҫапах та фарао́н Израиль халӑхне ярасшӑн пулман.

Ҫавӑнпа та Иеговӑшӑн фараона́ тӑна кӗртмелли вӑхӑт ҫитнӗ. Вӑл ҫакна мӗнле тунине пӗлетӗн-и? Вӑл Еги́пет ҫине 10 асап ярать — 10 пысӑк инкек.

Кашни асап хыҫҫӑн фарао́н Моисее́ чӗнсе килнӗ те йӑлӑннӑ: «Ҫак асапа чар, вара эпӗ Израиле́ ярӑп». Анчах кашнинче, асап чарӑнсан, фарао́н хӑйӗн шухӑшне улӑштарнӑ. Вӑл унчченхи пекех халӑха яман. Анчах юлашкинчен, 10-мӗш асап хыҫҫӑн, фарао́н Изра́иль халӑхне янӑ.

Вунӑ асапран кашнине каласа тухма пултаратӑн-и? Страницӑна тепӗр енне уҫ та, вӗсем ҫинчен айта пӑхса тухар.

Тухни 4:27—31; 5:1—23; 6:1—13, 26—30; 7:1—13.