Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

32-МӖШ КАЛАВ

10 асап

10 асап

ҪАК ӳкерчӗксем ҫине пӑх-ха. Кашни ӳкерчӗкре Иегова Еги́пет ҫине янӑ 10 асапран пӗрне кӑтартнӑ. Пӗрремӗш ӳкерчӗкре Ааро́н хӑйӗн туйипе Нил юханшывне ҫапнине эсӗ курма пултаратӑн. Вӑл ҫакна тусан, юханшыври шыв юн пулса тӑрать. Пӗтӗм пулӑ вилсе пӗтнӗ, юханшыв шӑршланма пуҫланӑ.

Ун хыҫҫӑн шапасем пулнӑ: Иегова хушнипе вӗсем Нилра́н тухнӑ. Ӑҫта кӑна пулман вӗсем: кӑмакасенче, ҫатмасем ҫинче, ҫынсен вырӑнӗсем ҫинче — урӑхла каласан, пур ҫӗрте те. Шапасем вилсе пӗтсен, Еги́пет ҫыннисем вӗсене пысӑк купасене пухнӑ, вара вӗсенчен ҫӗр шӑршланса кайнӑ.

Кайран Ааро́н туйипе ҫӗре ҫапнӑ та, тусанран ӳпресем пулса тӑнӑ. Ӳпресем вӗсем — хытӑ ҫыртакан пӗчӗк хурт-кӑпшанкӑсем. Вӗсем Еги́пет ҫине янӑ виҫҫӗмӗш асап пулнӑ.

Ытти пур асап Еги́пет халӑхне кӑна сиен кӳнӗ, Изра́иль халӑхне пӗртте пырса тивмен. Тӑваттӑмӗш асап пысӑк шӑнасем пулнӑ, вӗсем кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе пур Еги́пет ҫыннисен килӗсене вӗҫсе кӗнӗ. Пиллӗкмӗш асапа чӗрчунсем ҫине янӑ пулнӑ. Унран Еги́пет ҫыннисен нумай ӗне, сурӑх тата качака вилнӗ.

Кайран Моисейпа́ Ааро́н кӗл илнӗ те ӑна тӳпенелле сапнӑ. Ҫакӑ ҫынсене тата чӗрчунсене ҫӑпанлӑ чирпе чирлеттернӗ. Ҫакӑ улттӑмӗш асап пулнӑ.

Ун хыҫҫӑн Моисе́й аллине пӗлӗтелле ҫӗкленӗ те, Иегова аслатиллӗ пӑрлӑ ҫумӑр янӑ. Ҫакӑ Египетра́ нихҫан пулман чи хаяр аслатиллӗ пӑрлӑ ҫумӑр пулнӑ.

Саккӑрмӗш асапӗ шутсӑр нумай хӗрлӗ шӑрчӑк пулнӑ. Унччен нихӑҫан та, ҫакӑн хыҫҫӑн та ҫавӑн чухлӗ хӗрлӗ шӑрчӑк пулман. Вӗсем пӑрлӑ ҫумӑр хыҫҫӑн мӗн тӑрса юлнине пурне те ҫисе янӑ.

Тӑххӑрмӗш асап тӗттӗмлӗх пулнӑ. Виҫӗ кун хушши ҫӗр ҫийӗпе пӑч тӗттӗм пулнӑ, анчах Изра́иль халӑхӗ пурӑннӑ ҫӗрте малтанхи пекех ҫутӑ пулнӑ.

Юлашкинчен Турӑ хӑйӗн халӑхне хӑйсен килӗсенчи алӑк янахӗсемпе урлавӗсене качака путеккин е сурӑх путеккин юнӗпе сӗрме хушать. Ун хыҫҫӑн пӗтӗм Еги́пет тӑрӑх Турӑ ангелӗ тухнӑ. Ангел юн курсан, ҫав ҫуртра никама та вӗлермен. Анчах алӑк янаххисемпе урлавӗсем ҫинче юн пулман ҫуртсенче Турӑ ангелӗ ҫынсенчен тата чӗрчунсенчен малтан ҫуралнисене вӗлернӗ. Ҫакӑ 10-мӗш асап пулнӑ.

Юлашки асап иртсе кайсан, фарао́н Изра́иль халӑхне тухса кайма хушнӑ. Турӑ халӑхӗнчен пурте кайма хатӗр пулнӑ, ҫавӑнпа та вӗсем ҫав каҫах Египетра́н тухса кайнӑ.

Тухни, 7—12 сыпӑксем.