Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

35-МӖШ КАЛАВ

Иегова хӑйӗн законӗсене парать

Иегова хӑйӗн законӗсене парать

ЕГИПЕТРА́Н тухнӑ хыҫҫӑн икӗ уйӑха яхӑн вӑхӑт иртсен, Изра́иль халӑхӗ Сина́й тӑвӗ патне пырать, ҫав ту ҫавӑн пекех Хори́в ятлӑ. Ҫакӑ Иегова Моисейпа́ ҫунса тӑракан тӗмӗ хушшинчен калаҫнӑ вырӑн. Ҫакӑнта халӑх палаткӑсем лартать те пӗр вӑхӑт унта пурӑнать.

Халӑх аялта тӑрса юлать, Моисе́й ту ҫине хӑпарать. Унта Иегова Изра́иль халӑхне Хӑйне итлеттерсе пурӑнтарасшӑн тата Хӑйӗн ятарлӑ халӑхӗ тӑвасшӑн тесе Моисее́ калать. Моисе́й аяла ансан, Иеговӑн сӑмахӗсене Израиль халӑхне каласа парать. Халӑх Иеговӑна итлӗпӗр тесе калать, мӗншӗн тесен вӗсем Унӑн халӑхӗ пуласшӑн.

Вара Иегова темле тӗлӗнмелле япала тӑвать. Вӑл ту тӑррине мӑкӑрланса тӑракан тӑвать тата аслати авӑттарать. Ун хыҫҫӑн халӑха калать: «Эпӗ Иегова, сире Египетра́н илсе тухнӑ Туррӑр». Вӑл ҫавӑн пекех вӗсене калать: «Сирӗн мансӑр пуҫне урӑх турӑсене пуҫҫапмалла мар».

Ҫак заповедьсӗр пуҫне Турӑ Изра́иль халӑхне тепӗр тӑхӑр заповедь, урӑхла каласан закон парать. Халӑх питӗ вӑйлӑ хӑраса тӑрать. Ҫынсем Моисейра́н ыйтаҫҫӗ: «Пирӗнпе эсӗ калаҫ, мӗншӗн тесен пирӗнпе Турӑ калаҫсан, эпир вилме пултаратпӑр, эпир ҫавӑнтан хӑратпӑр».

Каярахпа Иегова Моисее́ хушать: «Ман пата ту ҫине хӑпар. Эпӗ сана икӗ лаптак чул парӑп, вӗсем ҫине законсене ҫырса хутӑм, манӑн халӑх ҫав законсене тытса тӑтӑр». Ҫавӑнпа та Моисе́й каллех ту ҫине хӑпарать. Унта вӑл 40 кун та 40 каҫ пулать.

Турӑ халӑха нумай закон парать. Моисе́й вӗсене ҫырса пырать. Унсӑр пуҫне Турӑ Моисее́ икӗ лаптак чул парать. Вӗсем ҫине Турӑ унчченех халӑха пӗлтернӗ 10 закона хӑй ҫырса хунӑ. Ҫак законсене Вунӑ заповедь теҫҫӗ.

Вунӑ заповедь — питӗ кирлӗ законсем. Анчах Турӑ Изра́иль халӑхне панӑ ытти законӗсем те питӗ кирлӗ. Законсенчен пӗри ҫапла калать: «Санӑн Иеговӑна, хӑвӑн Турруна, пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм ӑсупа, пӗтӗм чунупа тата пӗтӗм вӑй-халупа юратмалла». Акӑ тепӗр закон: «Санӑн хӑвӑн ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юратмалла». Турӑ Ывӑлӗ Иисус Христос ҫак икӗ закон пирки Иегова хӑйӗн Изра́иль халӑхне панӑ чӑн аслӑ законсем тесе каланӑ. Каярахпа эпир Турӑ Ывӑлӗ ҫинчен тата вӑл мӗне вӗрентни ҫинчен нумайрах пӗлӗпӗр.

Тухни 19:1—25; 20:1—21; 24:12—18; 31:18; Саккуна астутарни 6:4—6; Левит 19:18; Матфей 22:36—40.