Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

36-МӖШ КАЛАВ

Ылтӑн пӑру

Ылтӑн пӑру

АЙ-АЙ, ҫак ҫынсем халӗ мӗн тӑваҫҫӗ? Пӑрӑва кӗлтӑваҫҫӗ! Анчах ҫакна вӗсем мӗншӗн тӑваҫҫӗ?

Моисе́й нумай вӑхӑт хушши ту ҫинчен анмасть, вара халӑх калать: «Моисее́ мӗн пулнине пӗлместпӗр. Ҫавӑнпа та пире ҫак ҫӗртен илсе тухтӑр тесе айтӑр турӑ тӑвар».

— Юрать,— килӗшет Ааро́н, Моисе́йӑн пиччӗшӗ.— Хӑвӑр хӑлхусенчен ылтӑн алкасене кӑларса илӗр те ман патӑма илсе килӗр. Халӑх алкасем илсе килсен, Ааро́н вӗсене шӑратать те ылтӑн пӑру тӑвать. Вара халӑх кӑшкӑрса калать: «Акӑ пире Египетра́н илсе тухнӑ Турӑ!» Ун хыҫҫӑн Изра́иль халӑхӗ пысӑк уяв тӑвать те ылтӑн пӑрӑва пуҫҫапать.

Ҫакна курсан Иегова питӗ хытӑ ҫилленет. Вара вӑл Моисее́ калать: «Анмашкӑн васка. Халӑх пысӑк ҫылӑх тӑвать. Вӑл манӑн законсене манса кайрӗ, ылтӑн пӑрӑва пуҫҫапать».

Моисе́й васкасах ту ҫинчен анать. Ансан акӑ вӑл мӗн курать. Халӑх ылтӑн пӑру тавра юрласа тата ташласа ҫаврӑнать! Моисе́йӑн ҫилли тӑвӑлса ҫитет те вӑл икӗ лаптак чула ҫӗр ҫине пӑрахать, вӗсем чӑл-пар ванса каяҫҫӗ. Кайран вӑл ылтӑн пӑрӑва илет те ӑна шӑратать. Унтан вара ӑна ҫӑнӑх пек вӗтетет.

Халӑх питӗ пысӑк усал ӗҫ тунӑ. Ҫавӑнпа та Моисе́й арҫынсенчен хӑш-пӗрисене хӗҫсем илме хушать. «Ылтӑн пӑрӑва пуҫҫапнӑ юрӑхсӑр ҫынсене вӗлерӗр»,— хушать вӑл. Вӗсен аллинчен вара 3 000 ҫын вилет! Иеговӑсӑр пуҫне урӑх нимӗнле суя турра та пуҫҫапассинчен сыхланса тӑмаллине ҫакӑ кӑтатрса памасть-и?

Тухни 32:1—35.