Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

37-МӖШ КАЛАВ

Пуҫҫапмалли чатӑр

Пуҫҫапмалли чатӑр

ҪАКӐ мӗнле ҫурт-йӗр пулнине пӗлетӗн-и? Ҫакӑ Иеговӑна пуҫҫапмалли ятарлӑ чатӑр. Ӑна ҫавӑн пекех кӗлӗ чатӑрӗ теҫҫӗ. Халӑх ӑна Египетра́н тухнӑ хыҫҫӑн пӗр ҫул иртсен туса лартнӑ. Анчах ӑна камӑн планӗ тӑрӑх туса лартнине пӗлетӗн-и?

Иегова панӑ план тӑрӑх. Моисей Синай тӑвӗ ҫинче пулнӑ чухне Иегова ҫак чатӑра тума хушнӑ. Иегова кӑтартса панӑ тӑрӑх, чатӑра ҫӑмӑллӑнах пайсем ҫине сӳтсе пӑрахмалла пултӑр тесе тунӑ. Пайӗсене вара тепӗр вырӑна куҫармалла тата унта каллех пуҫтарса пӗрлештермелле. Ҫапла вара, пушхирте пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫса ҫӳренӗ чухне Изра́иль халӑхӗ хӑйӗнпе пӗрле чатӑр йӑтса ҫӳренӗ.

Чатӑр вӗҫӗнчи пӗчӗк пӳлӗм ӑшне пӑхас пулсан, унта эсӗ ещӗк, урӑхла каласан, арча курма пултарӑн. Ҫакӑ халал ковчегӗ. Ун ҫинче икӗ вӗҫӗнче икӗ ылтӑнран тунӑ ангел, урӑхла каласан, херувим пулнӑ. Турӑ икӗ лаптак чул ҫине тепӗр хут вунӑ заповедь ҫырса хунӑ, мӗншӗн тесен пӗрремӗш чулӗсене Моисе́й ватнӑ. Ҫак чулсене вара ковчег ӑшӗнче упранӑ. Унта ҫавӑн пекех ма́нна тултарнӑ савӑт пулнӑ. Ма́нна мӗн пулнине астӑватӑн-и?

Иегова Моисе́йӑн пиччӗшне, Аарона́, чи аслӑ священник пулма суйласа лартать. Вӑл халӑха Иеговӑна пуҫҫапассинче ертсе пырать. Унӑн ывӑлӗсем те — священниксем.

Халӗ вара чатӑрӑн пысӑк пӳлӗмӗ ҫине пӑх. Вӑл пӗчӗк пӳлӗмрен икӗ хут пысӑкрах. Унта ещӗк, урӑхла каласан, пӗчӗк арча тата унтан тухса тӑракан тӗтӗме куратӑн-и? Ҫакӑ парне вырӑнӗ — ун ҫинче священниксем тутлӑ шӑршӑллӑ, фимиа́м теекен япала ҫунтараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне тата унта ҫичӗ лампадӑллӑ ҫутаткӑч тӑрать. Пӳлӗмри виҫҫӗмӗш япала вӑл — сӗтел. Ун ҫинче 12 ҫӑкӑр упраҫҫӗ.

Чатӑрӑн картишӗнче шыв тултарнӑ пысӑк савӑт, урӑхла каласан, таз ларать. Ҫавӑнтан священниксем ҫӑвӑнаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех унта пысӑк парне вырӑнӗ тӑрать. Ун ҫинче Иеговӑна парне панӑ чухне пуснӑ чӗрчунсене ҫунтараҫҫӗ. Чатӑр шӑп та лӑп лагерь варринче ларать, Изра́иль халӑхӗ вара ун тавралла палаткӑсенче пурӑнать.

Тухни 25:8—40; 26:1—37; 27:1—8; 28:1; 30:1—10, 17—21; 34:1, 2; Еврейсем 9:1—5.