Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

38-МӖШ КАЛАВ

Ҫӗр пӑхма кайнӑ 12 ҫын

Ҫӗр пӑхма кайнӑ 12 ҫын

АРҪЫНСЕМ улма-ҫырла йӑтса пыни ҫине пӑх-ха. Мӗн тери пысӑк иҫӗм ҫырли ҫупкӑмӗ! Ӑна каштапа йӑтса килме икӗ арҫын кирлӗ пулнӑ. Ҫавӑн пекех инжирпа гранатсем ҫине пӑх-ха. Ҫак хитре улма-ҫырлана ӑҫтан илсе килнӗ-ши? Ханаа́н ҫӗрӗнчен. Ханаа́н — Авраа́м, Исаа́к тата Иа́ков тахҫан пурӑннӑ вырӑн пулнине аса ил-ха. Анчах унта выҫлӑх пуҫлансан, Иа́ков хӑйӗн ҫемйипе Египета́ куҫса кайнӑ. Халӗ вара, 216 ҫула яхӑн вӑхӑт иртсен, Моисе́й Изра́иль халӑхне каялла Ханаана́ ертсе пырать. Вӗсем пушхирти Каде́с теекен вырӑна ҫитеҫҫӗ.

Ханаа́н ҫӗрӗнче япӑх ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та Моисе́й ҫав ҫӗре пӑхса килме 12 ҫынна янӑ чухне вӗсене калать: «Унта пурӑнакан халӑх сахаллӑн-и е йышлӑ тата вӗсем вӑйлӑ-и е вӑйсӑр пулнине пӗлсе килӗр. Ӳсентӑран пӑхса ӳстерме ҫӗр лайӑх-и е лайӑх мар-и, ҫавна пӑхса килӗр. Унтан мӗнле те пулин улма-ҫырла илмесӗр ан таврӑнӑр».

Ҫӗр пӑхма кайнӑ ҫынсем Кадеса́ таврӑнсан, вӗсем Моисее́ каласа параҫҫӗ: «Ҫакӑ чӑннипех питӗ лайӑх ҫӗршыв». Вара ҫакна ҫирӗплетсе парас тесе вӗсем хӑш-пӗр улма-ҫырлана кӑтартаҫҫӗ. Анчах вӗсенчен вуннӑшӗ ӳпкелешеҫҫӗ: «Унта шултӑра та вӑйлӑ халӑх пурӑнать. Эпир ҫав ҫӗре ярса илме хӑтланса пӑхсан, пӗтетпӗр».

Ҫак сӑмахсене илтсен Израиль халӑхӗ сехӗрленсе ӳкет. «Эпир Египетра́ е ҫак пушхирте вилнӗ пулсанччӗ, ҫакӑ вара авантарах пулнӑ пулӗччӗ,— тесе ахлатаҫҫӗ вӗсем.— Эпир ҫапӑҫура вилӗпӗр те пирӗн арӑмӑрсемпе ачамӑрсене тыткӑна илӗҫ. Айтӑр Моисе́й вырӑнне ҫӗнӗ пуҫлӑх суйласа хурар та Египета́ таврӑнар!»

Анчах ҫӗр пӑхма кайнисенчен иккӗшӗ Иегова ҫине шанаҫҫӗ, вара вӗсем халӑха лӑплантарма тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсене Иисус Нави́н тата Хале́в тесе чӗнеҫҫӗ. Вӗсем калаҫҫӗ: «Ан хӑрӑр. Пирӗнпе пӗрле Иегова. Эпир ҫӗре ҫӑмӑллӑнах хамӑр алла ярса илӗпӗр». Анчах халӑх итлемест. Ҫитменнине тата, вӗсем Иисус Навинпа́ Халева́ вӗлерес теҫҫӗ.

Ҫакӑ Иеговӑна питӗ тарӑхтарса ярать, вара вӑл Моисее́ калать: «Ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисенчен пӗри те Ханаа́н ҫӗрне кӗреймӗ. Вӗсем эпӗ Египетра́ тата пушхирте тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсене курнӑ, анчах халичченех мана шанмаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӗсенчен юлашки вилсе пӗтиччен вӗсем пушхир тӑрӑх 40 ҫул хушши пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫса ҫӳрӗҫ. Иисус Навинпа́ Хале́в кӑна Ханаа́н ҫӗрне кӗрӗҫ».

Шутлани 13:2—34; 14:1—38.