Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

39-МӖШ КАЛАВ

Ааронӑн чечеке ларнӑ туйи

Ааронӑн чечеке ларнӑ туйи

ҪАК туя ҫинчи ҫурӑлнӑ чечексемпе пиҫсе ҫитнӗ миндаль ҫине пӑх-ха. Ҫакӑ Ааро́н туйи. Пӗр каҫрах вӗсем Ааро́н туйи ҫине тухса ларнӑ! Ҫакӑ мӗнле пулса тухнине айта пӑхса тухар.

Изра́иль халӑхӗ пӗр вӑхӑт хушши пушхир тӑрӑх пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫса ҫӳренӗ. Хӑш-пӗрисем Моисе́йӑн ҫулпуҫ, Ааро́нӑн чи аслӑ священник пулмалла мар тесе шухӑшлаҫҫӗ. Коре́й, Дафанпа́ Авиро́н тата 250 халӑх пуҫлӑхӗ те ҫакӑн пек шухӑшлаҫҫӗ. Ҫак ҫынсем пурте Моисе́й патне пырса калаҫҫӗ: «Мӗншӗн эсир хӑвӑра пирӗнтен — ытти халӑхран — мала хуратӑр?»

Моисе́й Корейпа́ ун майлӑ ҫынсене калать: «Ыран тӗтӗркӗчсем илӗр те унта фимиа́м хурӑр. Кайран Иеговӑн чатӑрӗ патне пырӑр. Вара Иегова кама суйласа илнине курӑпӑр».

Тепӗр кунне Коре́йпа ун майлӑ 250 ҫын чатӑр патне пыраҫҫӗ. Вӗсемпе пӗрле нумай ытти ҫынсем, вӗсен майлисем, пыраҫҫӗ. Иегова питӗ вӑйлӑ ҫилленет. «Ҫак юрӑхсӑр ҫынсен палаткисенчен пӑрӑнӑр,— хушать Моисе́й.— Вӗсен пӗр япалине те ан тӗкӗнӗр». Халӑх ӑна итлет те Коре́й, Дафа́н тата Авиро́н палаткисенчен пӑрӑнать.

Кайран Моисе́й калать: «Иегова кама суйласа илнине эсир акӑ мӗнле пӗлӗр. Ҫӗр уҫӑлӗ те ҫак юрӑхсӑр ҫынсене ҫӑтса ярӗ».

Ҫав вӑхӑтрах ҫӗр уҫӑлса каять. Коре́й палаткипе унӑн мӗн пурри пӗтӗмпех, ҫавӑн пекех Дафа́н, Авиро́н тата вӗсен майлисем анса каяҫҫӗ, вара вӗсене ҫӗр ҫиелтен хупласа хурать. Ҫӗр айне анса кайнӑ ҫынсем кӑшкӑрашнине-йӗнине илтсен, халӑх сехӗрленсе ӳкет: «Тарар! Атту пире те ҫӗр ҫӑтса ярӗ!»

Корейпа́ тата ун майлӑ 250 ҫын чатӑр патӗнчех-ха. Вара Иегова вут-ҫулӑм ярать те вӗсене пурне те ҫунтарса ярать. Кайран Иегова Елеазара́, Ааро́н ывӑлне, вилнӗ ҫынсен тӗтӗркӗчӗсене илме хушать, вара вӗсенчен парне вырӑнне витме ҫӳхе листасем тума хушать. Парне вырӑнне ҫакӑн пек витсе хуни, Ааронпа́ унӑн ывӑлӗсемсӗр пуҫне, никам та Иеговӑн священникӗ пулса ӗҫлеме пултарайманнине Изра́иль халӑхне астутарса тӑмалла пулнӑ.

Анчах Иегова священниксем пулма Ааронпа́ унӑн ывӑлӗсене суйласа илнине пурне те курмалла тӑвасшӑн. Ҫавӑнпа та вӑл Моисее́ хушать: «Изра́илӗн кашни йӑхӗн пуҫлӑхӗ хӑйӗн туйине илсе килтӗр. Ле́вий йӑхӗнчен Ааро́н хӑйӗн туйине илсе килтӗр. Кайран ҫак туясене чатӑрта халал ковчегӗ умне хур. Эпӗ кама священник пулма суйласа илӗп, ҫавӑн туйи чечеке ларӗ».

Тепӗр ирхине Моисе́й пӑхма килсен, акӑ, Ааро́н туйи чечеке ларнӑ та ҫимӗҫ ӳстернӗ! Иегова Ааро́н туйине мӗншӗн чечеке ларма панине халӗ эсӗ ӑнланатӑн-и?

Шутлани 16:1—49; 17:1—11; 26:10.