Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

43-МӖШ КАЛАВ

Иисус Навин ҫулпуҫ пулса тӑрать

Иисус Навин ҫулпуҫ пулса тӑрать

МОИСЕ́Й Изра́иль халӑхӗпе пӗрле Ханаана́ кӗресшӗн. Ҫавӑнпа та вӑл ыйтать: «Иегова, Иорда́н юханшывӗ урлӑ каҫса ҫав ырӑ ҫӗре курма парсамччӗ». Анчах Иегова калать: «Ҫитӗ сана! Ҫакӑн ҫинчен мана урӑх ан аса илтер!» Мӗншӗн Иегова ҫакӑн пек каланине эсӗ пӗлетӗн-и?

Моисе́й чул хысакне ҫапнӑ чухне мӗн пулса тухни пирки. Вӗсем Ааронпа́ Иеговӑна мухтава кӑларманнине аса ил-ха. Вӗсем халӑха чул хысакӗнчен шыва Иегова кӑларнӑ тесе каламан. Ҫакӑншӑн Иегова вӗсене Ханаана́ кӗме ирӗк памастӑп тесе пӗлтернӗ.

Акӑ вара, Ааро́н вилнӗ хыҫҫӑн тепӗр темиҫе уйӑхран Иегова Моисее́ хушать: «Иисус Навина́ ил те ӑна Елеаза́р священникпа халӑх умне тӑрат. Вара ҫулпуҫ Иисус пулать тесе пӗтӗм халӑх умӗнче пӗлтер». Моисе́й Иегова мӗн хушнине пурне те тӗп-тӗрӗс тунине эсӗ ӳкерчӗк ҫинче курма пултаратӑн.

Кайран Иегова Иисуса калать: «Ҫирӗп пул тата ан хӑра. Эсӗ Изра́иль халӑхне эпӗ пама пулнӑ Ханаа́н ҫӗрне илсе кӗрӗн, эпӗ санпа пӗрле пулӑп».

Ун хыҫҫӑн Иегова Моисее́ Моа́в ҫӗрӗнчи Нево́ тӑвӗ тӑррине хӑпарма ыйтать. Ун тӑрринчен Моисе́й Иорда́н юханшывӗ леш енчи питӗ илемлӗ Ханаа́н ҫӗрне курать. Иегова калать: «Акӑ эпӗ Авраа́м, Исаа́к тата Иа́ков ачисене паратӑп тесе сӑмах панӑ ҫӗр. Эпӗ сана ҫав ҫӗре курма ирӗк патӑм, анчах унта эсӗ кӗреймӗн».

Унта, Нево́ тӑвӗ тӑрринче, Моисе́й вилет. Вӑл 120 ҫулта пулнӑ. Унӑн вӑйӗ ҫаплах чакман пулнӑ, тата унӑн куҫӗ те лайӑх курнӑ. Халӑх питӗ хуйхӑрать тата Моисе́й вилнӗшӗн макӑрать. Ҫав вӑхӑтрах вӑл савӑнать, мӗншӗн тесен унӑн ҫӗнӗ ҫулпуҫ пур — Иисус Нави́н.

Шутлани 27:12—23; Саккуна астутарни 3:23—29; 31:1—8, 14—23; 32:45—52; 34:1—12.