Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

44-МӖШ КАЛАВ

Раав разведчиксене пытарать

Раав разведчиксене пытарать

ҪАК арҫынсем инкеке лекнӗ. Вӗсен хӑвӑртрах хӑтӑлса тухмалла — атту вӗсене вӗлерӗҫ. Вӗсем Изра́иль разведчикӗсем, вӗсене вара Раа́в ятлӑ хӗрарӑм пулӑшать. Раа́в Иерихо́н хулин стени ӑшӗнче пурӑнать. Ҫак ҫынсем мӗншӗн инкеке лекнине айта пӑхса тухар.

Изра́иль халӑхӗ Иорда́н юханшывӗ урлӑ каҫса Ханаа́н ҫӗрне кӗме хатӗр. Анчах ҫакна тӑвиччен Иисус Нави́н икӗ разведчика ярать. Вӑл вӗсене хушать: «Кайӑр та ҫав ҫӗрпе Иерихо́н хулине пӑхса килӗр».

Иерихона́ ҫитсен разведчиксем Раа́в килне каяҫҫӗ. Анчах такам Иерихо́н патшине каласа парать: «Паян каҫхине ҫӗре пӑхса тухма пирӗн хулана икӗ Изра́иль ҫынни килнӗ». Ҫакӑн ҫинчен пӗлсен патша Раа́в патне хӑйӗн ҫыннисене ярать, вара вӗсем ӑна хушаҫҫӗ: «Хӑвӑн килӳнти арҫынсене пире тытса пар!» Анчах Раа́в разведчиксене пӳрт тӑррине пытарать. Ҫавӑнпа вӑл калать: «Темле ҫынсем ман пата килнӗччӗ, анчах вӗсем ӑҫтисем пулнине эпӗ пӗлместӗп. Тӗттӗмленме пуҫлансанах хапхасем хупӑниччен вӗсем тухса кайрӗҫ. Эсир васкасан вӗсене ярса илме пултаратӑр!» Ҫавӑнпа та ҫынсем вӗсене хыҫран хӑвалама тытӑннӑ.

Вӗсем кайсан, Раа́в васкасах пӳрт тӑррине хӑпарать. «Иегова сире ҫак ҫӗре парассине эпӗ пӗлетӗп,— тет вӑл разведчиксене.— Вӑл эсир Египетра́н тухнӑ чухне Хӗрлӗ тинӗсе мӗнле типӗтсе лартни ҫинчен тата эсир икӗ патшана, Сигонпа́ Ога́, мӗнле вӗлерни ҫинчен эпир илтрӗмӗр. Эпӗ сире ырӑлӑх кӑтартрӑм, халӗ вара, тархасшӑн, эсир те мана ҫавӑн пекех ырӑлӑх катартӑпӑр тесе сӑмах парӑр. Манӑн аттепе аннене, ҫавӑн пекех манӑн пичче-шӑллӑмсемпе аппа-йӑмӑксене чӗрӗ хӑварӑр».

Разведчиксем ӑна ырӑлӑх кӑтартӑпӑр тесе сӑмах параҫҫӗ, анчах Раа́вӑн та темскер тумалла пулнӑ. «Ҫак хӗрлӗ вӗрене ил те чӳрече ҫумне ҫыхса хур,— теҫҫӗ ӑна разведчиксем,— тата хӑвӑн ҫуртна пӗтӗм пӗртӑванна пух. Вара эпир Иерихона́ тытса илме таврӑнсан санӑн чӳречере вӗрен курӑпӑр та санӑн килӳнтисене никама та вӗлермӗпӗр». Иисус Нави́н патне таврӑнсан, разведчиксем хӑйсемпе мӗн пулса тухни ҫинчен пӗтӗмпех каласа параҫҫӗ.

Иисус Навин 2:1—24; Еврейсем 11:31.