Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

45-МӖШ КАЛАВ

Иордан юханшывӗ урлӑ каҫни

Иордан юханшывӗ урлӑ каҫни

ПӐХ-ХА! Изра́иль халӑхӗ Иорда́н юханшывӗ урлӑ каҫать! Анчах шыв ӑҫта кайса кӗнӗ? Ҫак вӑхӑтра нумай ҫумӑр ҫунине пула темиҫе минут каялла кӑна юханшыв хӑйӗн ҫыранӗсенчен тухса кайса юхнӑ. Анчах халӗ шыв ҫук! Халӗ вара Изра́иль халӑхӗ, Хӗрлӗ тинӗс урлӑ каҫнӑ пек, типӗ ҫӗр тӑрӑх каҫать! Анчах шыв ӑҫта кайса кӗнӗ-ши? Айта пӑхса тухар.

Изра́иль ҫыннисемшӗн Иорда́н урлӑ каҫма вӑхӑт ҫитсен, Иегова Иисус Навина́ ҫак сӑмахсене халӑха калама хушать: «Священниксен халал ковчегне илмелле те халӑх умӗнче пымалла. Вӗсем Иорда́н шывӗ ҫине урисене ярса пуссанах, шыв юхма чарӑнӗ».

Акӑ вара священниксем халал ковчегне илеҫҫӗ те ӑна халӑх умӗнче ҫӗклесе пыраҫҫӗ. Иорда́н патне ҫитсен священниксем тӳрех шыва кӗреҫҫӗ. Юханшыв хытӑ шавласа юхать тата тарӑн. Анчах вӗсен урисем шыва тӗкӗнеҫҫӗ кӑна, шыв чакма пуҫлать! Ҫакӑ тӗлӗнмелле ӗҫ! Иегова шыв юхӑмне ҫӳлерех пӳлсе лартнӑ. Ҫавӑнпа та шыв кӗҫех чакса ларать!

Священнисем халал ковчегӗпе типсе ларнӑ юханшыв варрине кӗрсе тӑраҫҫӗ. Эсӗ вӗсене ӳкерчӗкре куратӑн-и? Вӗсем унта тӑнӑ вӑхӑтра ытти Изра́иль ҫыннисем типсе ларнӑ ҫӗр тӑрӑх каҫаҫҫӗ!

Пурте каҫса пӗтсен, Иегова Иисус Нави́н урлӑ 12 вӑйлӑ арҫынна калама хушать: «Халал ковчегне ҫӗклесе пыракан священниксем тӑракан вырӑна юханшыва кӗрӗр. Вуникӗ чул илӗр те вӗсене ӑҫта ҫӗр каҫма чарӑнатӑр, ҫавӑнта хурӑр. Вара малашне сирӗн ачусем ҫак чулсем мӗне пӗлтереҫҫӗ тесе ыйтсан, вӗсене Иеговӑн халал ковчегне Иорда́н урлӑ йӑтса каҫнӑ чухне юханшыв юхма чарӑнчӗ тесе калӑр. Ҫак чулсем сире ҫав тӗлӗнмелле ӗҫ ҫинчен аса илтерсе тӑрӗҫ!» Иисус ҫавӑн пекех юханшыв тӗпне, священниксем тӑнӑ вырӑна, 12 чул хурать.

Юлашкинчен Иисус халал ковчегне ҫӗклесе тӑракан священниксене калать: «Иорданра́н тухӑр». Вӗсем тухсанах, юханшыв каллех юхма пуҫлать.

Иисус Навин 3:1—17; 4:1—18.