Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

46-МӖШ КАЛАВ

Иерихон стенисем

Иерихон стенисем

МӖНШӖН Иерихо́н стенисем ишӗлсе анаҫҫӗ? Вӗсем ҫине пысӑк бомбӑсем ӳкнӗ пек курӑнса тӑрать. Анчах вӑл вӑхӑтра бомбӑсем пулман; ун чухне пӑшалсем те пулман. Ҫакӑ Иеговӑн тепӗр тӗлӗнмелле ӗҫӗ! Ҫакӑ мӗнле пулса тухнине айта пӑхса тухар.

Иегова Иисус Навина мӗн каланине итлесе пӑх-ха: «Ҫар ҫыннисемпе пӗрле хула тавра утса ҫаврӑн. Ултӑ кун ун тавра пӗрер хут утса ҫаврӑнӑр. Хӑвӑрпа пӗрле халал ковчегне йӑтса ҫӳрӗр. Ковчег умӗнче ҫичӗ священник трубапа кӑшкӑртса пымалла.

Ҫиччӗмӗш кунне вара сирӗн хула тавра ҫичӗ хутчен утса ҫаврӑнмалла. Кайран трубасен сассине тӑсса кӑшкӑртӑр тата ҫапӑҫури пек кашни хытӑ сасӑпа кӑшкӑрӑр. Вара стенасем никӗс таранах ишӗлсе анӗҫ!»

Иисус тата халӑх Иегова мӗн тума каланине тӗп-тӗрӗс тӑваҫҫӗ. Ретпе утнӑ чухне пурте шӑпӑрт пыраҫҫӗ. Никам та пӗр сӑмах та чӗнмест. Трубасен тата ретпе утакан урасен сасси кӑна илтӗнсе тӑрать. Иерихонри́ Турӑ хӑлӑхӗн тӑшманӗсем мӗн тери хӑраса ӳкнӗ пулӗ ӗнтӗ. Чӳречерен усӑнса аннӑ хӗрлӗ вӗрене куратӑн-и? Ҫакӑ камӑн чӳречи? Ҫапла — Раа́в икӗ разведчик мӗн тума хушнине тунӑ. Унпа пӗрле унӑн пӗтӗм ҫемйи, тата вӗсем мӗн пулса пынине сӑнаса тӑраҫҫӗ.

Акӑ ӗнтӗ ҫиччӗмӗш кун ҫитет, халӑх хула тавра ҫичӗ хут утса ҫаврӑнать, трубасене кӑшкӑртать, ҫапӑҫури пек кӑшкӑрать — вара стенасем ишӗлсе анаҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн Иисус Нави́н хушать: «Хулари пӗтӗм ҫынна вӗлерӗр, хулине вара ҫунтарса ярӑр. Пурне те ҫунтарса ярӑр. Кӗмӗле, ылтӑна, пӑхӑра тата тимӗре кӑна хӑварӑр, вара вӗсене Иегова чатӑрӗн мул пухмалли вырӑнне хурӑр».

Леш икӗ разведчика Иисус калать: «Раа́в килне кайӑр та ӑна тата унӑн пӗтӗм ҫемйине илсе тухӑр». Разведчиксем сӑмах панӑ пек, Раавпа́ унӑн ҫемйи чӗрӗ тӑрса юлаҫҫӗ.

Иисус Навин 6:1—24.