Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

51-МӖШ КАЛАВ

Руфь тата Ноеминь

Руфь тата Ноеминь

БИБЛИРЕ Руфь ятлӑ кӗнеке пур. Унта Изра́иль судйисемпе пӗр вӑхӑтра пурӑннӑ пӗр ҫемьен пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Руфь — Моа́в ҫӗрӗнче пурнӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑм; вӑл Турӑ халӑхӗнчен, Изра́иль халӑхӗнчен мар. Анчах Руфь чӑн Турӑ Иегова ҫинчен пӗлсе ҫитсен, вӑл ӑна пӗтӗм чӗререн юратма пуҫлать. Ноеми́нь — Руфе́ Иегова ҫинчен пӗлме пулӑшакан ватӑ хӗрарӑм.

Ноеми́нь — Изра́иль хӗрарӑмӗ. Израильте́ выҫлӑх вӑхӑтӗнче вӑл упӑшкипе тата икӗ ывӑлӗпе Моа́в ҫӗрне куҫса каять. Тепӗртакран Ноеми́нь упӑшки вилет. Каярахпа Ноеми́нь ывӑлӗсем Руфь тата О́рфа тесе чӗнекен Моа́в хӗрӗсене качча илеҫҫӗ. Анчах тепӗр 10 ҫула яхӑн вӑхӑт иртсен, Ноеми́нӗн икӗ ывӑлӗ те вилеҫҫӗ. Ноеминьпе́ ҫакӑ икӗ хӗр питӗ хуйхӑраҫҫӗ! Халӗ вара Ноеми́нь мӗн тӑвӗ-ши?

Пӗррехинче Ноеми́нь тӑван ҫӗршывне хӑйӗн халӑхӗ патне таврӑнма шут тытать. Руфьпе́ О́рфа унран уйрӑласшӑн мар, ҫавӑнпа та вӗсем унпа пӗрле утаҫҫӗ. Анчах вӗсем ҫул тӑрӑх пӑртак утса кайсан, Ноеми́нь хӗрсем енне ҫаврӑнать те калать: «Хӑвӑр аннӳсем патне таврӑнӑр та вӗсемпе пӗрле пурӑнӑр».

Ноеми́нь вӗсемпе чуптуса сывпуллашать. Вара хӗрсем уласа йӗме пуҫлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем Ноемине́ ҫав тери юратаҫҫӗ. Вӗсем калаҫҫӗ: «Ҫук! Эпир санпа пӗрле санӑн халӑху патне кайӑпӑр».— «Хӗрӗмсем, таврӑнӑр. Сире килте тӑрса юлни авантарах»,— тесе хуравлать вӗсене Ноеми́нь. Вара О́рфа килне таврӑнать. Анчах Руфь тӑрса юлать.

Ноеми́нь ун енне ҫаврӑнать те калать: «О́рфа кайрӗ. Эсӗ те унпа пӗрле таврӑн». Анчах Руфь хуравлать: «Санран уйрӑлса кайма мана ан хистесем! Санпа пӗрле кайма ирӗк парсам. Эсӗ ӑҫта кайӑн, эпӗ те унта кайӑп, эсӗ ӑҫта пурӑнӑн, эпӗ те ҫавӑнтах пурӑнӑп. Санӑн халӑху манӑн халӑх пулӗ, санӑн Турру манӑн Турӑ пулӗ. Ӑҫта эсӗ вилӗн, мана та ҫавӑнтах пытарӗҫ». Руфь ҫак сӑмахсене каланӑ хыҫҫӑн Ноеми́нь ӑна киле таврӑнма урӑх хистемен.

Юлашкинчен хӗрарӑмсем Израиле́ ҫитеҫҫӗ. Кунта вӗсем пурӑнма пуҫлаҫҫӗ. Руфь тӳрех уйра ӗҫлеме пуҫлать, мӗншӗн тесен ҫак вӑхӑтра уйра урпа пухнӑ. Воо́з ятлӑ арҫын ӑна хӑйӗн уйӗнче урпа пухма ирӗк парать. Воо́зӑн амӑшӗ кам пулнине эсӗ пӗлетӗн-и? Иерихо́н хулинчи Раа́в.

Пӗррехинче Воо́з Руфе́ калать: «Эпӗ сан ҫинчен тата эсӗ Ноемине́ мӗн чухлӗ ырӑ туни ҫинчен илтрӗм. Эсӗ хӑвӑн аҫупа аннӳне тата хӑвӑн тӑван ҫӗршывна хӑварса хӑв малтан пӗлмен халӑх хушшине пурӑнма килнине эпӗ пӗлетӗп. Иеговӑран сана ырлӑх пултӑр!»

Руфь хуравлать: «Хуҫам, эсӗ манпа ҫав тери ырӑ. Санӑн ырӑ сӑмахусенчен эпӗ хама лайӑхрах туйма пуҫларӑм». Вооза́ Руфь питӗ килӗшет, вара кӗҫех вӑл ӑна качча илет. Ҫакӑ Ноемине́ питӗ савӑнтарать! Руфьпе́ Воо́зӑн Ови́д ятлӑ пӗрремӗш ывӑлӗ ҫуралсан, Ноеми́нь калама ҫук савӑнать. Каярахпа Ови́д Дави́дӑн аслашшӗ пулса тӑрать, Давид ҫинчен малашне питӗ нумай пӗлӗпӗр.

Руфь ятлӑ Библи кӗнеки.