Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

55-МӖШ КАЛАВ

Пӗчӗк арҫын ача Турӑшӑн ӗҫлет

Пӗчӗк арҫын ача Турӑшӑн ӗҫлет

ПИТӖ кӑмӑла каякан пӗчӗк арҫын ача, ҫапла мар-и? Ӑна Самуи́л тесе чӗнеҫҫӗ. Ӑна пуҫран шӑлакан ҫын вара — Израильти́ чи аслӑ священник И́лий. Ун ҫумӗнче Самуила́ И́лий патне илсе килекен Самуи́л ашшӗ Елка́на тата унӑн амӑшӗ А́нна тӑрать.

Самуи́л тӑватӑ-пилӗк ҫулта кӑна. Анчах вӑл Иеговӑн чатӑрӗ ҫумӗнче Илийпа́ тата ытти священниксемпе пӗрле пурӑнӗ. Анчах мӗншӗн Елканапа́ А́нна ҫавӑн пек пӗчӗк Самуила́ чатӑрта Иеговӑшӑн ӗҫлеме параҫҫӗ? Айта пӑхса тухар.

Темиҫе ҫул каялла кӑна А́нна питӗ вӑйлӑ хуйхӑрнӑ. Унӑн ача пулман, анчах вӑл питӗ ача ҫуратасшӑн пулнӑ. Ҫавӑнпа та пӗррехинче А́нна Иеговӑн чатӑрӗ патне пынӑ та кӗлтунӑ: «Ах, Иегова, аса илсем мана! Эсӗ мана ывӑл парсан, эпӗ ӑна вара яланлӑха саншӑн ӗҫлеме парӑп».

Иегова А́нна кӗлтуни ҫине хуравланӑ, вара тепӗр темиҫе уйӑхран унӑн Самуи́л ҫуралнӑ. А́нна хӑйӗн пӗчӗк ывӑлне питӗ юратнӑ, вӑл ӑна пӗчӗк чухнех Иегова ҫинчен вӗрентме пуҫланӑ. Хӑйӗн упӑшкине вӑл каланӑ: «Самуи́л кӑшт ӳссе ҫитсенех тата кӑкӑр ҫиме пӑрахсан, эпӗ ӑна Иеговӑшӑн ӗҫлеме чатӑр патне илсе кайӑп».

Ӳкерчӗкре шӑпах Елканӑпа́ А́нна Самуила́ илсе пынине кӑтартнӑ. Самуила́ ашшӗ-амӑшӗ лайӑх пӑхса ӳстернӗ, ҫавӑнпа та вӑл кунта, Иеговӑн чатӑрӗнче, Иеговӑшӑн ӗҫлеме май пулнӑшӑн питӗ телейлӗ. Аннӑпа́ Елка́на кашни ҫул чатӑр патне Турра пуҫҫапма тата ҫавӑн пекех хӑйсен пӗчӗк ывӑлне курма килеҫҫӗ. А́нна кашни ҫул Самуи́л валли ҫӗнӗ хулсӑр кӗпе илсе килет.

Ҫулсем иртеҫҫӗ: Самуи́л унчченхи пекех Иеговӑн чатӑрӗ патӗнче ӗҫлет, тата ӑна Иегова та, ҫынсем те юратаҫҫӗ. Анчах чи аслӑ священникӑн И́лий ывӑлӗсем — Офнипе́ Финее́с — япӑх ҫынсем. Вӗсем нумай усал ӗҫ тӑваҫҫӗ тата Иеговӑна ан итлеччӗр тесе ыттисене те хистесе тӑраҫҫӗ. И́лийӑн вӗсене священниксен ӗҫӗнчен кӑларса ямалла пулнӑ, анчах вӑл ҫакна тумасть.

Чатӑрта тӑвакан нимӗнле усал ӗҫ те ҫамрӑк Самуила́ Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма чарма пултараймасть. Ҫынсенчен сахалӑшӗ Иеговӑна чӑннипе юратать, ҫавӑнпа та нумай вӑхӑт хушши Иегова ҫынсенчен никампа та калаҫмасть. Самуи́л кӑштах ӳссе ҫитсен, ҫакӑн пекки пулса тухать:

Самуи́л чатӑрта ҫывӑрнӑ вӑхӑтра ӑна сасӑ вӑратать. «Акӑ эпӗ,— хуравласа калать вӑл, вара тӑрать те И́лий патне чупса каять.— Эсӗ мана чӗнтӗн — акӑ эпӗ».

— Эпӗ сана чӗнмен; кайса ҫывӑр,— хуравлать И́лий. Самуи́л вара ҫывӑрма каять.

Ун хыҫҫӑн сасӑ иккӗмӗш хут чӗнет: «Самуи́л!» Самуи́л тӑрать те каллех И́лий патне чупса каять. «Эсӗ мана чӗнтӗн — акӑ эпӗ»,— тет вӑл. Анчах И́лий хуравлать: «Эпӗ сана чӗнмен, ывӑлӑм. Кайса ҫывӑр». Самуи́л вара каллех ҫывӑрма каять.

— Самуи́л!— тесе чӗнет сасӑ виҫҫӗмӗш хут. Самуи́л виҫҫӗмӗш хут И́лий патне чупса каять. «Акӑ эпӗ — тен, хальхинче эсӗ мана чӑннипех чӗнтӗн»,— тет вӑл. Вара И́лий ӑнланать: ӑна Иегова чӗнет пулас. Ҫавӑнпа та вӑл Самуила́ калать: «Кай та тепӗр хут вырт, вара кам та пулин чӗнсен, эсӗ ҫапла хуравла: “Кала, Иегова, мӗншӗн тесен санӑн тарҫу сана итлет”».

Вара Иегова каллех ӑна чӗнсен, Самуи́л ҫапла тӑвать те. Ҫавӑн чухне Иегова Илийӑна́ тата унӑн ывӑлӗсене наказани паратӑп тесе Самуила́ пӗлтерет. Каярахпа Офнипе́ Финее́с филистимсемпе ҫапӑҫнӑ чухне вилеҫҫӗ, И́лий ҫакӑн ҫинчен илтсен ӳкет те хӑйӗн мӑйне хуҫать, вара вилет. Иегова сӑмахӗсем ҫапла пурнӑҫланаҫҫӗ.

Самуи́л ӳссе ҫитет те Изра́илӗн юлашки судйи пулса тӑрать. Вӑл ҫитӗнсе ҫитсен, халӑх: «Пуҫпулса ертсе пыма пире валли патша суйласа хур»,— тесе ыйтать. Самуи́л ҫакна тӑвасшӑн мар, мӗншӗн тесен чӑннипе Иегова вӗсен патши. Анчах Иегова Самуила́ халӑха итлеме хушать.

1 Самуил 1:1—28; 2:11—36; 4:16—18; 8:4—9.