Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

4-МӖШ ПАЙӖ

Израилӗн пӗрремӗш патшинчен пуҫласа Вавилона тыткӑна лекиччен

Израилӗн пӗрремӗш патшинчен пуҫласа Вавилона тыткӑна лекиччен

Сау́л Изра́илӗн пӗрремӗш патши пулса тӑрать. Анчах Иегова ӑна сирсе ярать те ун вырӑнне Давида́ патшана суйласа лартать. Эпир Дави́д ҫинчен нумай пӗлӗпӗр. Ҫамрӑк чухнех Дави́д Голиа́ф ятлӑ улӑппа кӗрешнине пӗлӗпӗр. Каярахпа вӑл кӗвӗҫекен Сау́л патшаран пытанса ҫӳренӗ. Ун хыҫҫӑн питӗ илемлӗ Авиге́я Давида́ ӑссӑрла хӑтланассинчен чарнӑ.

Малалла вара эпир Дави́д ывӑлӗ Соломо́н ҫинчен нумай пӗлӗпӗр — вӑл Дави́д хыҫҫӑн патшана ларнӑ. Изра́илӗн малтанхи виҫӗ патшисенчен кашни 40 ҫул патшара ларать. Соломо́н вилнӗ хыҫҫӑн Изра́иль икӗ патшалӑх — ҫурҫӗр тата кӑнтӑр патшалӑх — ҫине пайланса кайнӑ.

Вунӑ йӑхран тӑракан ҫурҫӗр патшалӑхӗ 257 ҫул хушши тытӑнса тӑнӑ, вара Асси́ри ҫыннисем ӑна тӗп тунӑ. Кайран 133 ҫул иртсен, икӗ йӑхран тӑракан кӑнтӑр патшалӑхне те тӗп тунӑ. Изра́иль халӑхне вара Вавилона́ тыткӑна илсе кайнӑ. Апла пулсан, ТӐВАТТӐМӖШ пайӗнче пирӗн куҫ умӗнче чуна хумхантаракан саманан 510 ҫулӗ иртсе кайӗ.

 

ҪАК УЙРӐМРА

56-МӖШ КАЛАВ

Саул — Израилӗн пӗрремӗш патши

Турӑ Саула патша пулма суйласа лартнӑ, анчах каярахпа ӑна сирсе янӑ. Ҫакӑнтан эпир ӑса вӗренме пултаратпӑр.

57-МӖШ КАЛАВ

Турӑ Давида суйласа илет

Турӑ Самуил пророк асӑрхаман Давидӑн мӗнле лайӑх енӗсене курнӑ?

58-МӖШ КАЛАВ

Давид тата Голиаф

Давид Голиафа хирӗҫ чул пемелли хатӗрпе кӑна мар, тата хӑватлӑрах хатӗрпе тухнӑ.

59-МӖШ КАЛАВ

Мӗншӗн Давидӑн тарма тивет

Малтанах Саул Давида питӗ кӑмӑллать, анчах кайран вӑл ӑна хытӑ ӑмсанма пуҫлать. Мӗншӗн-ши?

60-МӖШ КАЛАВ

Авигея тата Давид

Авигея хӑйӗн упӑшки пирки ӑссӑр тет, унӑн пурнӑҫне ҫӑлать, анчах нумайлӑха мар.

61-МӖШ КАЛАВ

Давида патшана лартни

Хай мӗн тунипе, мӗн туманнипе Давид Израилӗн патши пулма тивӗҫлине ҫирӗплетсе парать.

62-МӖШ КАЛАВ

Давид килӗнчи инкексем

Пӗр йӑнӑша пула Давид хӑй те, унӑн ҫемйи те нумай ҫул хушши инкексем тӳсеҫҫӗ.

63-МӖШ КАЛАВ

Соломон — ӑслӑ патша

Вӑл чӑнах та ачана ҫурмалла каснӑ пулӗччӗ-и?

64-МӖШ КАЛАВ

Соломон храм тӑвать

Соломон питӗ ӑслӑ пулнӑ пулин те, ӑна тӗрӗс мар, ӑссӑрла ӗҫсем тума хӗтӗртнӗ.

65-МӖШ КАЛАВ

Патшалӑх пайланса кайнӑ

Патша пулса тӑрсанах Иеровоам халӑха Турӑ саккунне пӑсма хӗтӗртет.

66-МӖШ КАЛАВ

Иезавель — усал хӗрарӑм патша

Иезавелӗн мӗн те пулин илес килет пулсан, ҫавна илессишӗн вӑл тем тума та хатӗр.

67-МӖШ КАЛАВ

Иосафат Иеговӑна шанса тӑрать

Мӗншӗн вӑрҫа тухнӑ ҫар умӗнче юрӑҫсем пыраҫҫӗ?

68-МӖШ КАЛАВ

Икӗ арҫын ача чӗрӗлсе тӑни

Вилнӗ ҫын чӗрӗлсе тӑма пултарать-и? Ҫавӑн пекки пулнӑ ӗнтӗ!

69-МӖШ КАЛАВ

Хӗрача пысӑк пуҫлӑха пулӑшать

Вӑл хӑюллӑ пулса Иегова ҫинчен каласа панӑ. Ҫавна пула тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртнӗ.

70-МӖШ КАЛАВ

Иона тата пысӑк пулӑ

Иона питӗ кирлӗ япалана вӗреннӗ: Иегова мӗн хушнине яланах тумалла.

71-МӖШ КАЛАВ

Турӑ рай пулать тесе сӑмах парать

Малтанхи рай пысӑках пулман; ҫак рай пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе пулӗ.

72-МӖШ КАЛАВ

Турӑ Езекия патшана пулӑшать

Ангел пӗр каҫра 185 пин Ассири ҫар ҫыннине вӗлерсе тухнӑ.

73-МӖШ КАЛАВ

Израилӗн юлашки лайӑх патши

Иосия яш ача пулнӑ чухне хӑюллӑн йышӑну тунӑ.

74-МӖШ КАЛАВ

Хӑраман ҫын

Иеремия пророк пулма эпӗ ытла ҫамрӑк тенӗ, анчах та Турӑ вӑл хӑйне шанса панӑ ӗҫе тума пултарасса пӗлнӗ.

75-МӖШ КАЛАВ

Тӑватӑ ҫамрӑк Вавилонра

Вӗсем хӑйсен ҫемйисенчен аякра пулнӑ пулин те, хӑйсене тӗрӗс тытнӑ.

76-МӖШ КАЛАВ

Иерусалима аркатса тӑкни

Мӗншӗн Турӑ Израилӗн тӑшманӗсене, Вавилон ҫыннисене, Иерусалима аркатма ирӗк панӑ?