Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

58-МӖШ КАЛАВ

Давид тата Голиаф

Давид тата Голиаф

ФИЛИСТИМСЕМ каллех Изра́иль халӑхӗпе ҫапӑҫма килнӗ. Дави́дӑн виҫӗ пиччӗшӗ халӗ Сау́л ҫарӗнче. Ҫавӑнпа та пӗррехинче Иессе́й Давида́ калать: «Хӑвӑн пиччӳсене тырӑ тата темиҫе ҫӑкӑр илсе кайса пар. Тата вӗсем мӗнле пурӑннине пӗлсе кил».

Ҫар тӑракан лагере ҫитсен Дави́д хӑйӗн пиччӗшӗсене тупас тесе тӳрех ҫапӑҫу вырӑнне чупать. Филистимсен улӑпӗ Голиа́ф Изра́иль ҫыннисенчен кулма мала тухса тӑрать. Ҫакна вӑл кашни ирпе кашни каҫ 40 кун хушши тӑвать. Вӑл кӑшкӑрать: «Манпа ҫапӑҫмашкӑн пӗр ҫынна суйласа илӗр. Вӑл мана ҫӗнтерсен тата вӗлерсен, эпир сирӗн чурасем пулӑпӑр. Анчах эпӗ ҫӗнтерсен тата ӑна вӗлерсен, эсир вара пирӗн чурасем пулӑр. Сирӗн хӑюлӑх ҫитсен кама та пулин суйласа илӗр, вара вӑл манпа ҫапӑҫма тухтӑр».

Дави́д салтаксенчен ыйтать: «Ҫак Филистим ҫыннине вӗлерекен тата Израиле́ ҫак мӑшкӑлтан ҫӑлакан ҫынна мӗн пулӗ?»

— Ҫав ҫынна Сау́л нумай пуянлӑх парӗ,— хуравласа калаҫҫӗ салтаксем.— Тата хӑйӗн хӗрне ӑна качча парӗ.

Анчах Изра́иль ҫыннисем пурте Голиафра́н хӑраҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл питӗ пысӑк. Унӑн ҫӳллӗшӗ 3 метра яхӑн, тата унӑн щитне йӑтса ҫӳрекен тепӗр салтак пур.

Хӑш-пӗр салтаксем Сау́л патне каяҫҫӗ те Дави́д Голиафпа́ ҫапӑҫасшӑн пулнине каласа параҫҫӗ. Анчах Сау́л Давида́ калать: «Эсӗ ҫак Филистим ҫыннипе ҫапӑҫма пултараймастӑн. Эсӗ ҫамрӑк вӗт-ха, вӑл вара хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпе салтак пулнӑ». Дави́д хуравлать: «Упа тата арӑслан манӑн аттен сурӑхӗсене йӑтса кайсан, эпӗ вӗсене вӗлертӗм. Ҫак Филистим ҫыннипе те ҫавӑн пекех пулӗ. Иегова мана пулӑшӗ». Вара Сау́л калать: «Кай, Иегова санпа пултӑр».

Дави́д пӗчӗк юханшыв патне анать, пилӗк яка чул суйласа илет те вӗсене хутаҫне хурать. Кайран чул пемелли хатӗр илет те улӑпа хирӗҫ каять. Голиа́ф ӑна курсан, вӑл ҫакна ӗненме пултараймасть. Давида́ вӗлерме питӗ ҫӑмӑл тесе шухӑшлать вӑл.

— Ман пата ҫывхар кӑна,— асӑрхаттарать Голиа́ф,— вара эпӗ санӑн кӗлеткӳне вӗҫен кайӑксемпе чӗрчунсене апат-ҫимӗҫ вырӑнне парӑп.— Анчах Дави́д калать: «Эсӗ ман ҫине хӗҫпе тата сӑнӑпа пыратӑн, эпӗ вара сан ҫине Иегова ячӗпе пыратӑп. Паян Иегова сана манӑн алла парӗ те тӗп тӑвӗ».

Дави́д вара Голиа́ф енне чупать. Вӑл хутаҫран чул илет, ӑна чул пемелли хатӗр ҫине хурать те пӗтӗм вӑйран перет. Чул шӑп Голиа́ф пуҫӗнчен лекет, вӑл вара вилет! Филистимсем, хӑйсен чи вӑйлӑ салтакӗ ӳкнине курсан, пурте тараҫҫӗ. Изра́иль ҫыннисем вара вӗсене хӑвалаҫҫӗ те ҫӗнтереҫҫӗ.

1 Самуил 17:1—54.