Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

60-МӖШ КАЛАВ

Авигея тата Давид

Авигея тата Давид

ДАВИДА́ хирӗҫ пыракан ҫак хитре хӗрарӑм кам пулнине эсӗ пӗлетӗн-и? Ӑна Авиге́я тесе чӗнеҫҫӗ. Вӑл ӑслӑ-тӑнлӑ хӗрарӑм, тата вӑл Давида́ япӑх ӗҫ тӑвасран тытса чарать. Анчах ҫак хӗрарӑмпа паллашиччен Давидпа́ мӗн пулса тухнине айта пӑхса тухар.

Саулта́н тарсан, Дави́д ту хӑвӑлӗнче пытанса пурӑнать. Унта ун патне унӑн пиччӗш-шӑллӗсем тата ытти пӗртӑванӗсем пыраҫҫӗ. Пӗтӗмӗшпе ун патне 400 яхӑн ҫын килет, Дави́д вара вӗсен ертӳҫи пулса тӑрать. Кайран Дави́д Моа́в патши патне каять те унран ыйтать: «Манпа мӗн пулса тухассине пӗличчен, тархасшӑн, манӑн аттемпе аннене хӑвӑн патӑнта хӑварма ирӗк парсам». Ҫавӑн хыҫҫӑн Дави́д хӑйӗн ҫыннисемпе тусем ҫинче пытанса ҫӳрет.

Акӑ вара Дави́д Авигейӑна́ тӗл пулать. Унӑн упӑшки, Нава́л, пуян ҫӗр хуҫи. Унӑн ҫавӑн пекех 3 000 сурӑх тата 1 000 качака пур. Нава́л — усал ҫын. Унӑн арӑмӗ вара, Авиге́я, питӗ хитре хӗрарӑм. Ҫавӑн пекех вӑл мӗнле тӗрӗс тумаллине пӗлет. Пӗррехинче вӑл хӑйӗн ҫемйине те ҫӑлать. Мӗнле майпа ҫӑлнине айта пӑхса тухӑпӑр.

Давидпа́ унӑн ҫыннисем Навала́ ырӑ тунӑ. Вӗсем унӑн сурӑхӗсене сыхлама пулӑшнӑ. Ҫавӑнпа та пӗррехинче Дави́д хӑйӗн темиҫе ҫыннине унран пулӑшу ыйтма ярать. Дави́д ҫыннисем пынӑ чухне Навалпа́ ӑна пулӑшакансем сурӑх ҫӑмне касаҫҫӗ. Ҫакӑ вӑл уяв кунӗ, ҫавӑнпа та Нава́лӑн нумай тутлӑ апат-ҫимӗҫ пур. Ҫавӑнпа та Дави́д ҫыннисем ыйтаҫҫӗ: «Эпир сана ырӑ турӑмӑр. Эпир санӑн пӗр сурӑхна та илмерӗмӗр, пачах урӑхла, эпир вӗсене пӑхма пулӑшрӑмӑр. Ҫавӑнпа та, тархасшӑн, парсам пире апат-ҫимӗҫ».

— Эпӗ сирӗн пек ҫынсене апат-ҫимӗҫ памастӑп,— хуравлать Нава́л. Вӑл ҫакна питӗ усаллӑн калать тата ҫавӑн пекех вӑл Дави́д ҫинчен темтепӗр каласа пӗтерет. Ҫынсем таврӑнса Давида́ пӗтӗмпех каласа парсан, Дави́д питӗ тарӑхать. «Илӗр хӗҫсем!» — хушать вӑл ҫынсене. Вара вӗсем Навалпа́ унӑн ҫыннисене вӗлерме каяҫҫӗ.

Нава́лӑн ҫыннисенчен пӗри, Нава́л каланӑ усал сӑмахсене илтекен, мӗн пулса тухни пирки Авигейӑна́ каласа парать. Авиге́я тӳрех апат-ҫимӗҫ пуҫтарать. Вӗсене ашаксем ҫине хурать те ҫула тухать. Давида́ курсан вӑл ашак ҫинчен анать те ӑна пуҫ тайса калать: «Тархасшӑн, хуҫам, манӑн упӑшка ҫине ан пӑх. Вӑл ӑссӑр тата ухмахла хӑтланать. Акӑ парне. Тархасшӑн, ил ҫакна тата мӗн пулса тухнишӗн пире каҫар».

— Эсӗ — ӑслӑ хӗрарӑм,— хуравлать ӑна Дави́д.— Хама тунӑ усалшӑн Навала́ вӗлерессинчен эсӗ мана тытса чартӑн. Лӑпланса киле таврӑн.— Каярахпа, Нава́л вилсен, Авиге́я Дави́дӑн арӑмӗсенчен пӗри пулса тӑрать.

1 Самуил 22:1—4; 25:1—43.