Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

68-МӖШ КАЛАВ

Икӗ арҫын ача чӗрӗлсе тӑни

Икӗ арҫын ача чӗрӗлсе тӑни

ЭСӖ вилнӗ тейӗпӗр, анчах кайран чӗрӗлсе тӑрсан, санӑн аннӳ мӗн туйнӑ пулӗччӗ-ши? Вӑл калама ҫук савӑннӑ пулӗччӗ! Анчах вилнӗ ҫын каллех чӗрӗлсе тӑма пултарать-и? Ҫакӑн пекки хӑҫан та пулин пулнӑ-и?

Ӳкерчӗкри арҫын, хӗрарӑм тата пӗчӗк арҫын ача ҫине пӑх-ха. Ҫак арҫын Илия́ пророк. Хӗрарӑмӗ вара — Саре́пта хулинчи тӑлӑх арӑм, арҫын ачи — ҫак хӗрарӑм ывӑлӗ. Пӗррехинче арҫын ача чирлесе ӳкет. Унӑн сывлӑхӗ япӑхланнӑҫемӗн япӑхланса пырать, юлашкинчен вӑл вилсе каять. Вара Илия́ амӑшӗнчен: «Арҫын ачана мана пар»,— тесе ыйтать.

Илия́ арҫын ачана ҫӳлти пӳлӗме йӑтса каять те ӑна вырӑн ҫине хурать. Кайран кӗлтӑвать: «Эй Иегова, арҫын ачана чӗртсе тӑрат». Вара арҫын ача сывлама пуҫлать. Унтан Илия́ ачана каялла амӑшӗ патне илсе пырать те калать: «Пӑх-ха, санӑн ывӑлу чӗрӗ!» Акӑ мӗншӗн амӑшӗ ҫав тери савӑнӑҫлӑ.

Иеговӑн тепӗр аслӑ пророкне Елисе́й тесе чӗнеҫҫӗ. Вӑл Илияна́ пулӑшса тӑрать. Анчах та тепӗртакран Иегова Елисе́й урлӑ та тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑвать. Пӗррехинче Елисе́й Сона́м хулине каять — унта пӗр хӗрарӑм ӑна нумай ырӑ тӑвать. Каярахпа ҫак хӗрарӑмӑн ывӑл ҫуралать.

Пӗррехинче ҫак ҫитӗнсе пыракан арҫын ача ашшӗ патне уя каять. Кӗтмен ҫӗртен арҫын ача кӑшкӑрать: «Манӑн пуҫ ыратать!» Ӑна киле илсе килсен, вӑл вилсе каять. Ҫакӑ амӑшне питӗ хурлантарать! Вӑл вара тӳрех Елисе́й патне каять.

Елисе́й хӗрарӑм патне килне килет те вилнӗ ача выртакан пӳлӗме кӗрет. Вӑл Иеговӑна кӗлтӑвать, унтан ачан кӗлетки ҫине выртать. Кӗҫех ачан кӗлетки ӑшӑнать, вара вӑл ҫичӗ хутчен сунасласа илет. Пӳлӗме кӗрсен тата чӗрӗ ывӑлне курсан, амӑшӗ ҫав тери савӑнать!

Ҫак таранччен нумай ҫын вилнӗ. Ҫакӑ вӗсен ҫемйисемпе тусӗсене питӗ хурлантарнӑ. Ҫынсен вилнисене чӗртме вӑй ҫук. Анчах Иегова ҫакна тума пултарать. Миллионшар вилнисене вӑл мӗнле чӗртсе тӑратни пирки эпир каярахпа пӗлӗпӗр.

1 Патшасен 17:8—24; 2 Патшасен 4:8—37.