Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

69-МӖШ КАЛАВ

Хӗрача пысӑк пуҫлӑха пулӑшать

Хӗрача пысӑк пуҫлӑха пулӑшать

ҪАК хӗрача мӗн ҫинчен каласа панине пӗлетӗн-и? Иеговӑн пророкӗ Елисе́й ҫинчен тата Иегова пулӑшнипе ҫак пророк тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсем ҫинчен хӗрарӑма каласа парать. Ҫак хӗрарӑм Иегова ҫинчен нимӗн те пӗлмест, мӗншӗн тесен вӑл Изра́иль ҫынни мар. Ҫак хӗрача унӑн килне мӗнле лекнине айта пӑхса тухар.

Вӑл — Сири хӗрарӑмӗ. Унӑн упӑшки — Сиринчи ҫар пуҫлӑхӗ Неема́н. Сири салтакӗсем ҫак пӗчӗк хӗрачана тыткӑна илнӗ те Неема́н арӑмӗн тарҫи туса хунӑ.

Неема́н юхан-суран чирӗпе хытӑ чирлет. Ҫак чирпе чирлекен ҫыннӑн кӗлеткинчен аш татӑкӗсем татӑлса ӳкме те пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та хӗрача Неема́н арӑмне калать: «Ах, манӑн хуҫам Израиле́ Иегова пророкӗ патне кайнӑ пулсанччӗ. Пророк ӑна юхан-суран чирӗнчен сыватнӑ пулӗччӗ». Кӗҫех ҫакӑн ҫинчен упӑшкине каласа параҫҫӗ.

Неема́нӑн питӗ сывалас килет, ҫавӑнпа та вӑл Израиле́ каять. Унта ҫитсен вӑл Елисе́й килне каять. Елисе́й вара Неемана́ Иорда́н шывӗнче ҫичӗ хутчен чӑмса илтӗр тесе калама хӑйӗн тарҫине хушать. Неема́н ҫакӑншӑн питӗ тарӑхса каять те калать: «Манӑн тӑван ҫӗршыври юханшывсем Израильти́ кирек хӑш юханшывран та лайӑхрах!» Ҫакна каланӑ хыҫҫӑн вӑл каялла каять.

Анчах тарҫисем ӑна калаҫҫӗ: «Хуҫам, Елисе́й мӗн те пулин йывӑррине тума хушрӗ пулсан, эсӗ ҫакна тунӑ пулӑттӑнччӗ вӗт. Апла пулсан, мӗншӗн-ха ӑна итлесе шыва чӑмса илес мар?» Неема́н тарҫине итлет те Иорданра́ ҫичӗ хутчен чӑмса тухать. Ҫакӑн хыҫҫӑн унӑн кӗлетки ҫирӗпленет тата сывалать!

Неема́н питӗ савӑнать. Вӑл Елисе́й патне таврӑнать те ӑна калать: «Халӗ вара эпӗ Изра́иль Турри пӗтӗм ҫӗр ҫинче пӗртен-пӗр чӑн Турӑ пулнине чӑннипех пӗлетӗп. Ҫавӑнпа та, тархасшӑн, ҫак парнене манран илсемччӗ». Анчах Елисе́й хуравлать: «Ҫук, эпӗ ӑна илместӗп». Парнене илни тӗрӗс мар пулнине вӑл пӗлет, мӗншӗн тесен Неемана́ Иегова сыватнӑ. Анчах парнене Елисе́й тарҫи Гие́зий илесшӗн.

Акӑ мӗн тӑвать Гие́зий. Вӑл Неемана́ хуса ҫитет те калать: «Елисе́й патне тин кӑна тусӗсем килчӗҫ, ҫавӑнпа та вӑл мана санӑн хӑш-пӗр парнӳсене илме ячӗ». Паллах, ку суя. Анчах Неема́н ҫакӑ суя пулнине пӗлмест, ҫавӑнпа та вӑл Гиезие хӑш-пӗр парнесене парса ярать.

Гие́зий киле таврӑннӑ ҫӗре Елисе́й вӑл мӗн тунине пӗлет. Ҫавӑн ҫинчен ӑна Иегова каласа панӑ. Ҫавӑнпа та Елисей калать: «Ҫак усал ӗҫе тунӑшӑн Неема́нӑн юхан-суран чирӗ санӑн ҫине куҫӗ». Ҫав вӑхӑтрах ҫапла пулса тухнӑ та!

Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Пӗрремӗшӗнчен, ҫак хӗрача пекех пирӗн Иегова ҫинчен каласа кӑтартмалла. Ҫакӑ нумай лайӑххи патне илсе ҫитерме пултарать. Иккӗмӗшӗнчен, Неема́н малтан пулнӑ пек пирӗн мӑнкӑмӑллӑ пулмалла мар, тата пирӗн Туррӑн ӗҫлекенӗсене итлемелле. Виҫҫӗмӗшӗнчен, пирӗн Гие́зий пек суймалла мар. Библие вуласа эпир питӗ нумай усӑллине пӗлме пултаратпӑр, ҫапла мар-и?

2 Патшасен 5:1—27.